28 августа 2009 г.

Çурт-йĕрсĕр çын – тымарсăр йывăç пек. Ĕлĕкрех çапла каланă: çыннăн хăйĕн ĕмĕрĕнче пÿрт-çурт çавăрмалла, йывăçсем лартса чĕртмелле, ача-пăча çуратса ÿстермелле. Çак пурнăç никĕсĕсене ку чухнехи çăмăл мар вăхăтра та тĕпе хума тăрăшаççĕ. Патшалăх та айккинче тăмасть ку ыйтусенчен.
Районти ялсене тухса çÿренĕ май, вĕсенче çĕнĕ çурт-йĕр çавăракансем пуррине асăрхамасăр иртме çук. Асăрхатăн та, кашни çĕнĕ çурт-йĕршĕн савăнатăн, мĕншĕн тесен нумайăшĕшĕн вăл йывăрпа пулнине пĕлетĕн хальхи пурнăçра.
Сăн ÿкерчĕкре: Эльпуçĕнчи Дмитриевсен юлашки çулсенче туса пĕтернĕ пĕр хутлă кирпĕч çурчĕ.
А.НИКИТИНА сăн ÿкерчĕкĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"