АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Педагогсемпе воспитательсем канашларĕç (Образование)

28 августа 2009 г.

Педагогсемпе воспитательсем канашларĕç (Образование)

Августăн 24-мĕшĕнче Тăвайри вăтам шкулта районти педагогика ĕçченĕсен августри конференцийĕ пулчĕ. Унта “Пирĕн çĕнĕ шкул” наци вĕрентÿ пуçарăвне пурнăçа кĕртмелли тĕп çул-йĕрсене сÿтсе явнă. Конференци ĕçне ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ В.Устяк, район пуçлăхĕ Н.Иванов, район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ В.Шакров, районăн врач-педиатрĕ Р.Стифонова, вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисемпе педагогсем, общественность представителĕсем хутшăннă.
Конференци пуçланас умĕн участниксене “Сывлăх формули” видеороликпе паллаштарнă, вĕрентÿпе методика литературине сутассине йĕркеленĕ. Фойере вырнаçтарнă компьютерсем çинче районти шкулсем çинчен каласа паракан материалсемпе паллашма май пулнă.
Пухăннисен умĕнче В.Шакров, район пуçлăхĕ Н.Иванов, министр çумĕ В.Устяк, Тăвайри вăтам шкулта хими вĕрентекен, 2009 çулхи чи лайăх вĕрентекенсен конкурсĕн çĕнтерÿçи Н.Гаврилова, Р.Стифонова врач-педиатр, Тăрмăшри вăтам шкул директорĕн çумĕ С.Дмитриев, Ачасен пултарулăхне аталантаракан центрти музыка шкулĕн преподавателĕ, 2009 çулхи хушма вĕрентÿ учрежденийĕсенчи чи лайăх педагогсен республикăри конкурсĕн çĕнтерÿçи Н.Петрова, Мучарти ача сачĕн воспитателĕ Л.Кириллова тухса калаçнă.
Сÿтсе явнă ыйтусем тăрăх шкулсене наци вĕрентÿ пуçарăвне пурнăçа кĕртессипе сĕнÿсем панă.
Конференцире вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнчи çитĕнÿсемшĕн педагогсен ушкăнне ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин, районăн тата вĕрентÿ пайĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă.
Тĕрлĕ предметсене вĕрентекенсен районти методика пĕрлешĕвĕсен ларăвĕсем пулчĕç. 2009 çулти конкурссенче çĕнтернĕ педагогсем мастер-классем ирттернĕ.
 
Сăн ÿкерчĕкре: район пуçлăхĕ Н.Иванов Раççей Президенчĕн грантне илме тивĕçнĕ Е.Павлова учительницăна (Тăвай шкулĕ) саламлать.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика