25 августа 2009 г.
2009 çул пуçламăшĕнченпе республика территорийĕнче ачасем çул çинче транспортпа суранланнин шайĕ çав-çавах пысăк. Кăçалхи 7 уйăх итогĕсемпе 110 çул-йĕр инкекĕнче 8 ача пурнăçĕ татăлнă тата 113-шĕ аманнă. Вĕсем пурте – ÿсĕмĕпе 16 çула çитмен çамрăксемпе ачасем. Çул çинчи кашни вуниккĕмĕш инкек çул çитмен çамрăксемпе ачасем хутшăннипе пулать. Çакă вăл кашнинех хытă шухăшлаттарма тивĕç. Çынна пурăнма пурнăç парнелеĕ, инкеке лексе вилме е ĕмĕрлĕхе сусăрланса юлма мар.
Уйрăм районсенче ачасем çул çинче сусăрланасси республикăри вăтам шайран та пысăк. Çакă та тимлĕхе ÿстерме ыйтать.
Çул çитмен çамрăксем хутшăннипе çул çинче транспортпа çыхăннă инкексем августпа сентябрь уйăхĕсенче уйрăмах пысăк пулнине шута илсе тата вĕсен хурăшсăрлăхне тивĕçтерес тĕллевпе 2009 çулхи августăн 17-мĕшĕпе сентябрĕн 13-мĕшĕ хушшинче Пĕтĕм Раççейĕпех “Тимлĕ пулар– ачасем!” анлă масштаблă акци ирттерме йышăннă.
Водительсен ачасен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн нихçанхинчен тимлĕ пулни кирлĕ, çул çинче те, салонра та хăрушсăрлăх условийĕсем туса памалла, хăрушсăрлăх ременĕсемпе çыхăнмалла тата ачасене турттарнă чухне тытакан хатĕрсемпе усă курмалла.
Предприятисен, шкулсемпе ача сачĕсен ерÿçисен, учительсемпе воспитательницăсен, ашшĕ-амăшĕн, аслă ÿсĕмри çынсен асăннă акци тĕллевĕпе пĕлтерĕшне кулленхи тимлĕхре тытмалла, хăйсенчен мĕн килнине пурне те тума тăрăшмалла.
Источник: "Ял ĕçченĕ"