АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музей сире тараватпах кĕтет (Культура)

25 августа 2009 г.

Вăхăт пурин çине те хăйĕн аллине хурать. Çын та ватăлать, çурт-йĕр те кивелет. Акă Тăвайри тавра пĕлÿ музейĕ уçăлнăранпа 23 çул çитрĕ. Вĕрентÿ, культура пурнăçне çутатакан залсен урайне сарнă линолеум та вăхăт иртнĕçемĕн тĕссĕрленчĕ, вырăн-вырăнпа çуркаланса, хĕррисенчен татăлса тухма пуçларĕ. Çакнах çар мухтавĕн залĕнче те кураттăмăр. Епле-ха капла, çитес çул Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарать; Музейре вара тĕрлĕ тĕл пулусем, мероприятисем ирттерме палăртнă. Илемсĕр çĕре сăн ÿкерчĕксем вырнаçтарма та аван мар. Музее вĕт такам та кĕрсе курать: хамăр районта пурăнакансем кăна мар, тĕрлĕ хуласемпе регионсенче пурăнакан çынсем те. Кам тăван яла отпуска е курма таврăнать, е мăнукĕсем çу кунĕсене аслашшĕ-асламăшĕ патне килеççĕ. Музей алăкĕ пуриншĕн те уçă. Акă сĕнÿсемпе тав тунисен тетрадьне кăна уç, мĕн тĕрлĕ хула е регион ячĕ çук унта: Мускав, Хусан, Севастополь, Надым... Çавăнпа та хамăр музее яланах илемлĕ те илĕртÿллĕ курас килет, вăл кунта курса пулнисен асĕнче ĕмĕрлĕхе вырăн туптăр.
Çав тĕллевпе эпир тÿлевлĕ услугăсем панинчен пухăннă укçа-тенкĕпе музей умне çырса çапнине çĕнетрĕмĕр, ĕç режимне улăштартăмăр. Шалта та улшăнусем пулчĕç. Музейре юсав ĕçĕсем тумаллине Тăвай ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.Ломоносов та лайăх пĕлсе тăратчĕ. Çавăнпа та музее юсама укçа уйăрса пама ыйтса çырнă заявкăна сăмахсăрах тивĕçтерчĕ. Халĕ ĕнтĕ ыйту тухса тăчĕ: ăçтан йÿнĕрех хакпа хăма, линолеум туянмалла, кама ĕçлеттермелле; Канаша кайса пăхрăм, унта линолеум, чăнах та, йÿнĕрех, анчах епле илсе килес, транспорт хакĕ хăратать. Çавăнпа та Александр Хумышев предпринимательтен пулăшу ыйтса пăхма шутларăм. Вăл пире маларахри çулсенче те сăрă уйăрса парса пулăшнăччĕ.
Александр Витальевич ку хутĕнче те сăмахсăрах килĕшрĕ. Вăл хăма та, линолеум та кÿрсе пама шантарсан, савăнсах кайрăм. Унтан та ытларах, хăйсен вăйĕпе юсав ирттерме сăмах парсан, ман савăнăçăн чикки те пулмарĕ. Вăл хăйĕн сăмахне тытрĕ. Музее пырса мĕнле йышши тата мĕн чухлĕ стройматериал кирлине шута илчĕ. Лайăх йышши линолеум туянас терĕмĕр. Линолеум айĕнчи хăшпĕр хăмасем кăна мар, уратасем те çĕрĕшни палăрсан, пĕрене те кирлĕ пулчĕ. Тавах Александр Витальевичпа унăн ашшĕне Виталий Федоровича тата В.Никонов водителе (юсав ĕçĕсене вĕсем пурнăçларĕç). Хумышевсем Тĕмертен хăйсен кил хуçалăхĕнчен ураталăх юман илсе килчĕç, киввине, çĕрĕшнине, çĕннипе ылмаштарчĕç, урай хăмисене улăштарчĕç, линолеум сарчĕç. Кунта тыт та хур, сар теме çук, виçмелле, касмалла, япалисене куçарса сарăмне айне кĕртсе хăвармалла. Александр Витальевич хăй те ÿркенсе тăмарĕ, тара ÿкиччен ĕçлерĕ. Картлашка вĕçĕнчи силленсе тăракан урай хăми таранах çĕнелчĕ музей. Халĕ ĕнтĕ кунта кĕме те кăмăллă.
Çавăн пек тĕлĕнмелле ырă чунлă çынсемпе тĕл пултăм эпĕ юсав йĕркеленĕ май. Виталий Федорович ăста алăллă, ăслă-тăнлă, шухăшласа калаçакан çын. Çавăн пек çемьере ÿссе çитĕннĕ те унăн ывăлĕсем Сашăпа Сергей: пĕри – предприниматель, тепри – фермер. Иккĕшĕ те ĕçчен те харсăр, кал-кал çынсем. Владимир Никонов водитель те ăста ĕçне аван чухлать. Çавăн пек çынсем пулăшнипе ĕнтĕ Тăвайри музей хăтлăланчĕ, курма килекенсем валли хăйĕн алăкĕсене каллех тараватлăн уçрĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика