АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Акконд-агро фирма” сĕт сутать (Экономика)

25 августа 2009 г.

Иртнĕ эрнере “Акконд-агро фирма” магазинĕ комплексран кÿрсе килекен сĕте сутма пуçларĕ. Ăна кашни кунах илсе килеççĕ. Сĕтĕн пахалăхĕ лайăх, вăл чи пысăк сортлă, унри çу хисепĕ 4 процент. Унăн пахалăхне ветеринари служби панă сертификат та çирĕплетет. Хакĕ те ытти магазинсенче сутакан 2,5 процентлă çуллăхлă сĕтĕннинчен чылай йÿнĕрех – 1 литрĕ 12 тенкĕ кăна. Тутине сиссе ĕлкĕрнисем “Акконд-агро фирма” сĕтне питĕ хăвăрт туянса пĕтереççĕ.
“Акконд–агро фирма” магазин çурчĕн тепĕр пуçĕнче столовăй вырнаçнă. Сĕт унти апат-çимĕç рационне те пуянлатма, апат хакне йÿнетме пултарать. Унран пăтă, какао пĕçерме, икерчĕ–пĕлĕме вĕретнĕ сĕтпе сыпса çиме, чей вырăнне ĕçме пулать. Маларахри çулсенче сĕте апат рационĕнче тăтăш курма пулатчĕ. Сĕт – сывлăхшăн паха продукци.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика