25 августа 2009 г.
Районти вĕрентекенсен конференцийĕ умĕн пирĕн журналист вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕпе Владимир Яковлевич Шакровпа калаçнă, тĕрлĕ ыйтусем çине хурав илнĕ.
Калаçăва аса илÿрен пуçлар-ха. Мĕн каланă пулăттăр иртнĕ вĕренÿ çулĕ Пирки;
–Вĕрентÿ ĕçĕнче каялла çаврăнса пăхни уйрăмах кирлĕ. Çавăнпа та пире, педагогсене, хăшĕ-пĕрисем консерваторсен шутне кĕртесшĕн. Мĕнле пултăр-ха çĕнĕлĕх кивви пулмасан; Каялла пăхмасăр малалла ан кай, тенĕ чăвашсем авалтан.
Палăртнă çĕнĕлĕхсем ĕçе кĕчĕç-и;
–Тăвайри вăтам шкулта кĕçĕн классенче 2100 программăпа вĕрентессине малалла аталантарчĕç, профиль енĕпе вĕрентес ĕçре элективлă курссем йышланчĕç. Кăçал шкул пĕтернисем патшалăх аттестацине пĕрлехи патшалăх экзамен формипе кăна вĕçлерĕç. Эксперимент шучĕпе те пулмарĕ вăл кăçал, халичченхи пек 100 бал системипе 5 баллă системăна та куçармарĕç.
ППЭ текех ачасене хăратмасть пулĕ ĕнтĕ;
–Ахальтен-им, ашшĕ-амăшĕ те, вĕрентекенсем те шкул ачисене тăтăшах вĕрентеççĕ: кулянса тăнипе çăвара турам çăкăр лекмест. Куляннин-хăранин пайти çук. Пурин те тытмалли экзаменсен – вырăс чĕлхин вăтам балĕ – 61,6 (2008 ç. – 57,4), математикăн – 49,7 (2008 ç. – 51,9). Шкул пĕтерекенсем ытти предметсемпе экзаменсене хăйсен ирĕкĕпе тытнă.
Хăй ирĕкĕпе экзаменсем тытассипе Енĕш Нăрваш шкулĕ палăрчĕ – кунтан вĕренсе тухнисем пурте 3-шер е ытларах та ППЭ тытрĕç.
Шел пулин те, районти 3 çамрăк шкулта вĕренни çинчен алла справка кăна илчĕ.
Тăххăрмĕшсем çĕнĕ формăллă аттестаци витĕр еплерех тухрĕç;
Вĕсем те пурте Тăвайри вăтам шкула пуçтарăнса районти комиссипе вырăс тата чăваш чĕлхисемпе, математикăпа экзаменсем пачĕç. Математикăпа вăтам бал – 3,8 процент, вырăс чĕлхипе – 3,7, чăваш чĕлхипе – 4,0. Хăйсен ирĕкĕпе 34 ача биологипе, 15 – географипе, 35 – физикăпа, 7 – химипе, 32 – обществознанипе пĕлĕвĕсене тĕрĕслерĕç. Кăтартăвĕсем начарах мар.
Пултаруллă вĕренекенсем хăйсене палăртаççĕ-и;
–Районта маттур та пултаруллă ачасен ячĕсене ятарлă базăна кĕртсе пыраççĕ. Вĕсен хушшинче РФ тата ЧР Президенчĕсен стипендиачĕсем пур. Кăçал 8 вĕренекен республикăри предметлă олимпиадăсенче призерсем пулчĕç, вĕсенчен 6 ача Тăвайри вăтам шкулта вĕренеççĕ, тепĕр иккĕшĕ – Мучар тата Чутей шкулĕсенчен. Биологи, право, технологи, ОБЖ, чăваш чĕлхи предмечĕсене вĕренекенсем çуллен лайăх пĕлнине кăтартаççĕ.
Ачасен çитĕнĕвĕсем тÿрремĕнех вĕрентекенсен тăрăшулăхĕпе çыхăннă ĕнтĕ;
–Паян шкулсенче ăслă, тараватлă вĕрентекенсем чылай. Вĕсенчен вуннăшĕ РФ Президенчĕн грантне илме тивĕçлĕ пулчĕ. Малтанхи çулсенчи лауреатсем пирки хаçатра çырса пĕлтернĕччĕ, çĕнĕ ятсем вара çаксем: Надежда Ивановна Гаврилова хими учителĕ, Елена Германовна Павлова – географи учителĕ, иккĕшĕ те Тăвайри вăтам шкулта ĕçлеççĕ; Владимир Райнольдович Кириллов, Йăнтăрчăри вăтам шкулти ОБЖ преподавателĕ; ЧР Президенчĕн грантне илме ачасемпе яшсен пултарулăхне аталантаракан центр педагогĕ Надежда Владимировна Петрова, тивĕç пулнă.
Пĕлетпĕр ĕнтĕ, халĕ шкулсенче информаци технологийĕсемпе анлă усă кураççĕ, вĕсен бази те çирĕпленсе пырать. Тата мĕнпе пуянланаççĕ пирĕн шкулсем, мĕнле ĕçсем туса ирттернĕ;
–Районти кашни шкултах пĕчĕк юсав ĕçсем туса ирттернĕ, Тĕмерти шкул çурчĕн тăррин пĕр пайне тĕпрен юсанă. Шкулсенче пушар хăрушлăхĕпе, санитари нормисемпе правилисене тивĕçтерессипе çыхăннă ĕçсем чылай туса ирттернĕ. Пĕрремĕш класа килекенсем валли вĕр çĕнĕ сĕтел-пукан вырнаçтарса лартнă. Илемлĕ литературăпа, энциклопедисемпе пуянланчĕç шкулсем. Тумалли нумай-ха. Юсав ĕçĕсем, электричество проводисене, шыв, хутса ăшăтмалли пăрăхсене улăштармалла, сĕтел-пукана çĕнетмелле, столовăйсем валли çĕнĕ оборудовани вырнаçтармалла, Эльпуçĕнче çĕнĕ шкул тумалла тата ытти те.
Çĕнĕлĕхсем мĕнлисем кĕтеççĕ;
–Эпир консерваторсем кăна мар, новатор та. Педагогсем ялан шыравра. Ĕнер йăлана кĕнĕ августри мăн канаша пуçтарăнтăмăр. Унăн теми – “Тăвай районĕнче “Пирĕн çĕнĕ шкул” наци вĕрентÿ пуçарăвĕн (национальная образовательная инициатива, наша новая школа) тĕп шухăшĕсене пурнăçа кĕртесси. Çак РФ Президенчĕн пуçарăвне анлăн сÿтсе яврăмăр, ума çĕнĕ задачăсем кăларса тăратрăмăр.
Тепĕр эрнерен ачасем шкула пуçтарăнаççĕ. Вĕсен йышĕ улшăнать-и;
–Шкулсем 2164 ачана кĕтсе илме хатĕр. Ку вăл пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕнчен 22 ача сахалтарах. Пĕрремĕш класа 13 ача ытларах кĕтетпĕр. Вĕсем пурĕ 187 пулмалла.
Мĕн сунма пулать вĕрентÿ ĕçне хутшăнакансене;
–Вĕренекенсене – тăрăшулăх, ашшĕ-амăшне – ăнланулăх, вĕрентекенсене – ăслăлăх!
Пурне те çывхарса килекен Пĕлÿ кунĕн уявĕпе чĕререн саламлатăп.
Источник: "Ял ĕçченĕ"