АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район пуçлăхĕ – Пуянкассипе Тушкил ял поселенийĕсенче (Общество, строительство)

25 августа 2009 г.

Район пуçлăхĕ – Пуянкассипе Тушкил ял поселенийĕсенче (Общество, строительство)

 Иртнĕ эрнере район пуçлăхĕ Н.Иванов отпускран тухсанах Çĕнĕ Пуянкассипе Тушкил ял поселенийĕсене çитсе çаврăннă. Пуянкассинче вăл ача сачĕн çуртне юсакансемпе тĕл пулнă. Çурт тăррине сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне витсе пĕтересшĕн. Ĕçе “Стимул–НЕН” тулли мар яваплăхлă общество рабочийĕсем пурнăçлаççĕ, пахалăхлă тума тăрăшаççĕ, иртен пуçласа каçчен ĕçлеççĕ. Шалти пысăк мар юсав ĕçĕсене вара садик коллективĕ хăй вăйĕпе пурнăçлать.
Ял хĕрринче Алексей Юрьевич Семенов çамрăк валли çурт тума пуçланă. Чăваш Республикин “Пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессине йĕркелесси çинчен” Законĕпе килĕшÿллĕн тăлăх çамрăка çурт лартма республика бюджетĕнчен 700 пин тенкĕ уйăрса панă. Çурта “Волгострой” ООО строителĕсем хăпартĕç. Николай Ильич çурт вырăнĕпе паллашнă хыççăн Тушкил ял поселенине тухса кайнă. Унта вăл ача садне çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлес ĕçсемпе паллашнă. Район пуçлăхĕпе пĕрле кунта вĕрентÿ тата çамрăксен политики пайĕн пуçлăхĕ В.Шакров пулнă. Çурта “Спецстройторг” ООО (директорĕ В.Георгиев) юсаççĕ. Çак вăхăта кунта хутса ăшăтмалли системăна шыв пăрăхĕсене йĕркене кĕртнĕ. Электромонтаж тата 1-мĕш хутра ытти хăшпĕр ĕçсем тумалла. Район пуçлăхĕ строительсене ĕçе васкатма ыйтнă.
 
Сăн ÿкерчĕкре: район пуçлăхĕ Н.Иванов Çĕнĕ Пуянкассинчи садикре юсавçăсен бригадирĕпе тата садик заведующийĕпе юсав мĕнле пынипе паллашать.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика