АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăлкуçа пăхса тăракан (Общество, экология)

21 августа 2009 г.

Республикăра ĕçмелли таса шыв операци пырать. Ăна Мучар ял поселенийĕнче те хутшăнаççĕ темелле. Акă Мучар чиркĕвĕнчен аяларах çăлкуç тапса выртать. Ăна кунтан инçех мар пурăнакан Евгений Николаевич Шибалов пăхса тăрать. Çу кунĕсенче вăл çăл йĕри-тавра курăка çулса тасатать, хăмаран тротуар та сарнă. Шыв ăсакан вырăнтан аяларах кĕпе чÿхемелли валашка вырнаçтарнă. Ун патне те тротуар хывнă. Хĕллехи вăхăтра унти юра хырса тăрать. Хăйĕн кил картишĕнче пуçтарнă пекех, çăл таврашне те тасалăхра тытма тăрăшать 65 çулхи ветеран. Хăй вăхăтĕнче колхозра 48 çул кĕтÿ кĕтнĕ вăл. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулсан та ахаль ларма пултараймасть. Кил хуçалăхра вăл пур ĕçе те тума ĕлкĕрет. Унсăр пуçне çăл куçа вăхăтра тасатса юсаса тăма мехел çитерет. Ял поселенийĕнчен пулăшу кĕтсе лармасть. Ял поселени пуçлăхĕ О.Шакина çавăн пек пултаруллă çынсене тав сăмахĕ кăна калать.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика