21 августа 2009 г.
Патăрьел районĕнчи Çĕньялта 1934 çулхи августăн 21-мĕшĕнче кун çути курнă Г.Н.Айхи поэт. Патăрьелĕнчи И.Яковлев ячĕллĕ педагогика училищинчен, А.Горький ячĕпе хисепленекен литература институтĕнчен вĕренсе тухнă. В.Маяковский ячĕллĕ музейре аслă библиограф, заведующи пулса ĕçленĕ.
Геннадий Айхи икĕ чĕлхепе çырнă. Пĕрремĕш сăвви чăвашла 1949 çулта, “Ялав” журналта пичетленнĕ. Унăн вырăсла произведенийĕсем Мускаври литература кăларăмĕсенче 1961 çултанпа пичетленме пуçланă. Б.Пастернакпа М.Светлов çыравçăсем ырă сунни ентешĕмĕре чылай хавхалантарнă.
Г.Айхи куçарура та активлăх кăтартнă. В.Маяковскийĕн, А.Твардовскин, ытти çĕршывсен поэчĕсен сăввисене чăвашла куçарнă. Геннадий Николаевичăн чи лайăх сăввисене французла, акăлчанла, нимĕçле тата нумай чĕлхесене куçарнă.
Айхи – произведенисен формипе содержанине çĕнĕлле йĕркелекенсенчен пĕри, паянхи тĕнче литератури çине пысăк витĕм кÿнĕ вăл. “Отмеченная зима”, “Начала полян”, “Тетрадь Вероники”, “Теперь всегда снега” ятлă кĕнекесемпе паллашсан, ентешĕмĕр тĕлĕнмелле чаплă, пултаруллă поэт пулнине пĕлме пулать. Сайра тĕл пулакан стильпе çырнă Айхи сăввисене, искусствăна хаклама пĕлекенсен чунне пымалла сăмахсемпе усă курнă сăвăсене калăпланă чухне. Çавнашкал поэтикăлла тĕнче урăх никамăнах та çук, тесен те йăнăш мар. Г.Айхи поэт тăрăшнипе чăваш культури ытти чĕлхепе калаçакансемшĕн те çывăхланнă. Вăл хатĕрленĕ “Чăваш поэзийĕн антологийĕ” кĕнекене Англире, Венгрире, Италире, Францире, Швецире пичетленĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"