21 августа 2009 г.

Тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле, тенĕ ватăсем. Çыннисем те тĕрлĕрен ĕнтĕ çавăнпа. Пĕрисем пĕчĕк кăлтăкшăнах чăркăшаççĕ тăтăшах, теприсем кашнине ырă тума хатĕр.
Ăшă кăмăллисем, ман шутпа, ытларах. Лайăххи начаррине çĕнтерет, тесе ахальтен каламаççĕ. Çын хушшинче çын пек пулма пĕлекенсем нумайрах пирĕн хушăра. Вĕсен йышне Тăвайĕнче пурăнакан Ольга Павловна Кузьминана та кĕртес килет. Сывлăх сунса иртет яланах, ватăпа-ватăлла, çамрăкпа çамрăкла калаçма пĕлет. Кÿршине, пĕлĕшне е тантăшне тивĕçлĕ сĕнÿсем пама та вăхăт тупать хĕрарăм. “Çынна ырă туни ырăпа таврăнать. Çавăнпа пирĕн пурин те пĕр-пĕрне хисеплемелле, ăшă сăмахпа та пулин пулăшмалла. Туслă пурăнакансене, çирĕп кил хуçалăх йĕркеленисене ăмсанмалла мар, вĕсем пек харсăр тата хаваслă пулма кăна тăрăшмалла”, – тет О.Кузьмина.
Улянкă ялĕнче иртнĕ унăн ачалăхĕ. Вăтам шкул пĕтернине çирĕплетекен документ илнĕ хыççăн канашри финанс техникумне çул тытнă. Ятарлă пĕлÿллĕ специалиста Шупашкар районне ĕçлеме яраççĕ. “Çуралнă ял кашни çыншăн питĕ хаклă. Кăштах вăхăт иртсен эпĕ те Тăвай енех таврăнтăм”, – аса илÿ кĕнекине уçать Ольга Павловна.
Район администрацийĕн финанс пайĕнче, Тăвайри налук службин ертÿçинче тăрăшнă каярахпа кил хуçи арăмĕ. Асăннă организацие Канаш хулине куçарсан, тивĕçлĕ канăва тухичченех аслă налук инспекторĕнче вăй хунă ентешĕмĕр. Ĕçленĕ хушăрах аслă пĕлÿ илнĕ, Хусанти институтра вĕреннĕ.
Ĕçне кура – хисепĕ. Ольга Кузьминана район администрацин, ЧР финанс министерствин тата налук службин Хисеп грамотисене панă. “Професси енĕпе чи лайăххи” ят та пур унăн.
Мăшăрне, Николай Георгиевича та таврара аван пĕлеççĕ. Коммуналлă хуçалăхра опытлă электрик пулнă май чылай пулăшнă вăл çынсене. Ялти çуртсене электроçутă тăтăшах парса тăрас енĕпе çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшнă. Сывлăхне пула Николай Георгиевичăн юратнă ĕçĕпе уйрăлма тивнĕ. Кузьминсем виçĕ ача пăхса çитĕнтернĕ. Мăнукĕсем те куç тулли вĕсен халь. Асанне-кукамайпа асатте-кукаçи ял-йышра хисепре. Малашлăха шанса, çутă ĕмĕтпе пурăнать ку мăшăр.
Сăн ÿкерчĕкре: Тăвайри Кузьминсем хĕрĕпе тата мăнукĕпе.
В.НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"