АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ йывăç-тĕм ÿсет (Общество, экология)

21 августа 2009 г.

Тенеяль – йывăçлă ял. Кунта çырма-çатра та, йывăç-тĕм те, вĕсене лартса ÿстерекенсем те сахалăнах мар. Çав йывăçсен шутĕнче çăкасем те чылай ÿсеççĕ. Эпир Г. А.Алексеевсен умне чарăннăччĕ. Вĕсен кил картинче хыçал енче те, мал енче те çăкасем тÿпене кармашаççĕ. “Хыçалтисем аллă пиллĕкре, вĕсене атте-анне лартса чĕртнĕ”. – каласа парать Гаврил Алексеевич. Çăка пыл панăран, тавралăха илем кÿнĕрен, сывлăша тасатнăран ăна халĕ ялсенче кăна мар, хуласенче те питĕ лартаççĕ. Епле тăпкăл-тăпкăл та илемлĕ çитĕнтереççĕ вĕсене хуласен урамĕсенче.
Хăйĕн хĕрĕпе Иринăпа пĕрле чылай çăка лартнине каласа парать Гаврил Алексеевич. Хăй пĕччен те кашни çул тенĕ пекех йывăçсем лартма тăрăшать. “Новый путь” ял хуçалăх кооперативĕн шыв башни çывăхĕнче çĕр участокĕ пур вĕсен. Тĕрлĕ вăхăтра лартнă мĕнле кăна йывăç-тĕм çук унта. Г.Алексеевсен кунта, хăй каланă тăрăх, çĕр тăватă сотăй ытларах. Паçма вĕçĕнче çăкасем хÿме пек ÿсеççĕ. Йăнăшмастăп пулсан, вĕсем çирĕм тĕп те пур терĕç пулас. Çак участокрах 8 тĕп чăрăш "вĕсене юр пусăрăнтарса хуçасран патаксем тăрăнтарса хÿтлĕх туса панă кашнине", 8 тĕп вĕрене, 6 тĕп хурăн, 2 тĕп çÿçе, 4 тĕп груша, 3 тĕп хура пилеш тата çĕмĕртпе слива 3-шер тĕп паркаланаççĕ. “Кăçал хура пилешпе слива пуçласа çырла пама тытăнчĕç”, – терĕ çак ырлăх-пурлăх хуçи. Хĕрĕн участокĕнче хуралтă çумĕпе те, паçма айккипе те хăмла çырли нумай. Ытти хăш-пĕр çимĕç йывăççисем те çук мар паллах. Çĕмĕрчĕ-пилешĕ таранах. Юнашарах – вырăнти çут çанталăк тусĕн Владислав Ананьевăн çăкисемпе улмуççисем паркаланаççĕ.
–Кăçалхи кĕркунне тепĕр вун пилĕк-вун ултă тĕп хурăн е ытти йывăç лартса хăварасшăн-ха, – хăй шухăшне пытармасть Гаврил Алексеевич. –Ÿсчĕр, аталанччăр, тавралăха ырă кÿччĕр. Ĕçлемесĕр, вăй хумасăр нимĕн те пулмасть, пĕтĕмлетет юлашкинчен ĕç ветеранĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика