АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçласа профиль лагерĕ ĕçлерĕ (Образование)

21 августа 2009 г.

Пуçласа профиль лагерĕ ĕçлерĕ (Образование)

Пĕрремĕш хут Пуянкассинчи вăтам шкулта профиллĕ лагерь ĕçлерĕ. Унта 5–10 классенче вĕренекен 19 ача çÿрерĕ. Лагере Пуянкасси ял поселенийĕн территорине анлăрах тĕпчесе пĕлес тĕллевпе те йĕркелерĕмĕр.
Виçĕ эрнере ачасем тĕрлĕ ĕç туса ирттерчĕç: тавралăха сăнарĕç, çăлсемпе çăл куçсем патне çитсе курчĕç, шыв сиккисем шырарĕç. Ялта çĕкленекен çуртсем те интереслентерчĕç вĕсене. Воспитательсем ачасемпе экологи рейчĕсем йĕркелерĕç. Торф кÿлли тата Çĕнкасри пĕве таврашне тасатрĕç, сиплĕ курăксем пухрĕç. Хăйсем сăнанисене, курнине кунсерен çырса пычĕç, фотоаппаратпа ÿкерчĕç, компьютера кĕртрĕç.
Çакна та каласа хăвармалла. Ачасем сăнанă тăрăх, таврара полиэтилен пакетсемпе пластик савăтсем нумай. Вĕсем тавралăха варалаççĕ. Пĕр кунхине вара ачасем чĕнÿ хучĕ хатĕрлесе, çынсем тăтăш пулакан вырăнсене çакса тухрĕç. Тен, ачасен чĕнĕвĕ çынсене тирпейлĕрех пулма пулăшĕ;
Шкулта автобус пурри паха. Лагерьти ачасем Шупашкара кайса килчĕç: аквариум тĕнчипе тата наци музейĕпе паллашрĕç. Атăл тăрăх трамвайпа, заливра катамаранпа ярăнни вĕсен асĕнче нумайлăха юлĕ. Юлашки кунсенче ачасем хăйсем хатĕрленĕ ĕçсен презентацийĕсене хÿтĕлерĕç.
Ачасем малашне те шкулта профиллĕ лагерь пуласса шанаççĕ. Çитес çул валли сĕнÿсем те пачĕç: хамăр районти Эль кÿлли, Хура çăл тата ытти паллă вырăнсене çитсе курса сăнавсем пулмалла.
А.Филипповапа А.Петрова воспитательсем ачасен канăвне усăллă йĕркелес тесе нумай тăрăшрĕç.
 
Сăн ÿкерчĕкре: профиллĕ лагерьте канакансем хăйсен сăнавĕсене пĕтĕмлетсе компьютера кĕртеççĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика