АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Продукци тупăш, савăнăç кÿмелле (Сельское хозяйство)

21 августа 2009 г.

Продукци тупăш, савăнăç кÿмелле (Сельское хозяйство)

Типĕ çанталăка пула çĕршывăн 9 субъектĕнче 3 миллион та 600 пин гектар тырă пĕтнĕ тесе çыраççĕ центрта тухса тăракан хаçатсем. Пĕтĕмĕшле тăкак 20 миллиард тенкĕпе танлашать теççĕ. Ăна патшалăх хыснинчен саплаштарсан та, укçи вăл пĕрех налук тÿлекенсен кĕсйинчен тухĕ ĕнтĕ.
Телее, пирĕн районта тырă начар мар çитĕннĕ. “Шимкусский” ял хуçалăх кооперативĕнче (ертÿçи – Ю.А.Алексеев) пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисене гектар пуçне вăтамран 20 центнер пухса кĕртеççĕ. 26-28 центнер тухăç панă тулă лаптăксем те пур. Урпа уйĕнче те бункер хыççăн бункер пушатаççĕ “Донсемпе” “Нивăсем”. Тырă кăçал аван, тавах кун чухлĕ çитĕннĕшĕн. Анчах хресченсен савăнăçĕ çавах тулли мар: тырра йÿнĕпе, йыт çÿппине тенĕ пек, илеççĕ. Сутлăх сĕчĕ те, аш-пăшĕ те, тырри те йÿнĕ пулсан, хресченĕн мĕнпе укçа тумалла-ха, хуçалăха мĕнле аталантармалла, хăйĕн те мĕнле укçаллă пулмалла; Хуçалăхсем банкран кĕркунне тавăрса памалла илнĕ кĕске сроклăх кредитсене асăннă хаксемпе татмашкăн мĕн чухлĕ продукци ăсатмалла тата; Ирĕксĕрех чунне ыраттарать Юрий Алексеевич: хуçалăхсен çăмăл мар шăпишĕн те, фермăра е тырă пуссинче тар кăлараканшăн та, çав вăхăтрах соляркăпа бензин хакĕсем, запас пайсем кунсерен тенĕ пек хакланса пынăшăн та... Тĕлĕнмелле вĕт: ялта ултă ĕне касуллинчен виççĕ кăна тăрса юлни. Çав вăхăтрах комбайнăн пĕр кустăрмишĕн 17 пин тенкĕ кăларса хума ыйтаççĕ.
Çапах та “Шимкусский” ЯХПК вырмара малтисен, хастаррисен шутĕнче. Ку хуçалăх районти чылай коллектившăн хăйне евĕр флагман пулса тăрать тесен те йăнăш пулмĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисене кăна тушкилсемпе ямпулатсем 1500 гектар ытла акса тăваççĕ. Хуçалăх ертÿçи каланă тăрăх (эпир асăннă кооперативра юнкун пултăмăр), тырă вырса çапмалли тата 400 гектар юлнă. “Чăрмавсăр ĕçлесен, пилĕк кунлăх ĕç”, – терĕ вăл.
Хуçалăх уйĕнче унта та кунта техника ĕçлени курăнать. Тĕш тырă комбайнĕсем ферма çывăхĕнчи пусăра çапса тĕшĕлеççĕ. Урпи аван тухать. Вăрлăхлăх теççĕ. Комбайнсенчен иккĕшĕ – “Дон–1500А”, ыттисем – СК–5 “Нивăсем”. Комбайнерĕсем – Александр Ложков (вăл Комсомольски районĕнчен), Владимир Алексеев, Виталий Алексеев, Юрий Дубровин, Алексей Моряков. Кашнин тенĕ пекех пулăшаканĕсем пур. Александр Петрович Ложков пирки ырăпа асăнчĕ хуçалăх ертÿçи. “Вăл темиçе çул, усă курмасăр, юсавсăр ларнă “Дон–1500” комбайна юсаса хатĕрлесе уя кăларчĕ, халĕ унпа аванах тырă çапса тĕшĕлет”, – терĕ. Ыттисем пирки те хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ. Кал-кал ĕçлени савăнтарчĕ ăна, теприн-теприн ăнсах кайманни пăшăрхантарчĕ. Техникăна çĕнетсех пыма кирлине асăнчĕ. “Тĕрĕс калать республика ял хуçалăх министрĕ: малашлăх тухăçлă та тăкаксăр, перекетлĕ ĕçлекен механизмсенче”, терĕ.
Тырă йĕтемне çитсе курма ĕлкĕреймерĕмĕр, анчах унта ĕçсем начар мар пынине каларĕç. Юрий Алексеевич хăй Канаш районĕнчи Хучел хуçалăхĕнче пулнине илсе кăтартрĕ. Тушкилсен ĕçшĕн тÿлемелли расценкăсем, хавхалантармалли майсем хучелсеннинчен чылай лайăхрах пулнине палăртрĕ. Анчах çапах та хăш-пĕр техника çине механизатор кадрĕсем çитмеççĕ. Тĕслĕхрен, механизатор пулсан, дисклă йывăр сÿре кăкар та, Т-150 тракторпа уя çĕр кăпкалатма тух. Канаш хулинчен килме шантарчĕç-ха, терĕ.
Кăçал “Шимкусский” хуçалăхра вăтамран 600 гектар кĕр тыррисем акма палăртаççĕ. Вĕсем хăйсене лайăх енчен кăтартса панă, тухăçлăхпа палăрнă. Кĕçнерникун, августăн 20-мĕшĕнче, акма пуçласшăн, юнкун тухаймарĕç курăнать. Кăçал ака чемпионĕ пулнă Владимир Александрович Маргушовах акĕ, МТЗ–1221 тракторпа йĕркеленĕ виçĕ сеялкăллă агрегатпа тухĕ вăл хире. Пĕтĕмпе 450 гектар çĕр кăпкалатса хуни пур. 110 гектарĕ акма хатĕр. Ыттисене акас умĕн тепĕр хут кăпкалатаççĕ. Тутартан хăш-пĕр сортсем кÿрсе килнĕ. Лере 40–45 центнер тухăç панă иккен вĕсем.
Хуçалăх территорийĕнче ферма ĕнисене каçхине çитермешкĕн курăк çулма хатĕрленекен агрегат та, рулонлă пресс-подборщик кăкарнă трактор та тĕл пултăмăр. Пресс-подборщикпе комбайнсем хыççăн выртса юлакан улăма рулонласа хатĕрлĕç.
 
Сăн ÿкерчĕкре: çĕнĕ “Дон–1500Б” çинче Владимир Алексеев комбайнерпа ăна пулăшаканĕ Александр Дубровин.
А.НИКИТИНА сăн ÿкерчĕкĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика