АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нежметдинов Мемориалĕнче (Спорт)

18 августа 2009 г.

Августăн 13–15-мĕшĕсенче Хусанта Раççейĕн паллă шахматистне тата шашистне Рашид Нежметдинова асăнса шашкăлла выляссипе 4-мĕш Мемориал иртрĕ. Ăмăртусене хутшăннă 43 çын хушшинче Чăваш Республикинчен те иккĕн пулнă: пирĕн районти Алексей Косарев (Чÿкçырми) тата Кавалти (Вăрмар р-нĕ) Н.Дмитриев спорт мастерĕ. 9 турпа иртнĕ ăмăртура А.Гнелицкий, Д.Шошин, Д.Повышев мастерсем хыççăн А.Косарев 5,5 очкопа 4-мĕш вырăн йышăннă. Пурĕ 12-ĕн пулнă 5,5 очко пухнисем, анчах Бухгольц коэффициенчĕ пуринчен те пысăкрах пирки (54) парнеллĕ 4-мĕш вырăна пирĕн ентеш тивĕçнĕ.
Алексей Егорович иртнĕ çул Самарăра спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕ. Кăçал республика кубокне çĕнсе илчĕ. Физкультурник кунне халалланă Шупашкарти турнирта 3-мĕш вырăна тухрĕ. Республика кубокне çĕнсе илнĕ май ăна, малтанхи суйласа илмелли турнирсене хутшăнмасăрах, республика финалне кĕртнĕ. Ăна кăçал ноябрь пуçламăшĕнче ирттерме пăхнă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика