18 августа 2009 г.
Темиçе çул каялла кăна “Шимкусский” ял хуçалăх кооперативĕн машина-трактор паркне утатчĕ Геннадий Васильевич. Анчах çулсем иртеççĕ çав, таçта васкаççĕ. Пĕрлех ĕмĕр те иртсе пырать.
Вăхăт тенĕрен, Геннадий хăй вăхăтĕнче Тушкилти шкула пĕтерсен ăçта каяссине, мĕн тăвассине малтанах палăртса та хуман. Çавăнпа тăван хуçалăхри тĕрлĕ ĕçсене хутшăннă, бригадир мĕнле ĕç сĕннĕ, çавна пурнăçлама тăрăшнă. Пĕве çитсен, ят тухсан, Совет Çарĕн ретне тăнă. Тимлĕ каччăна командирсем асăрхаççĕ, пулемет расчечĕн командирне çирĕплетеççĕ. Чаçре ăна тав хучĕсемпе грамотăсем парса чыслаççĕ. Ытти чылай çамрăк пек пирус мăкăрлантармасть вăл, ăшчике унăн тĕтĕмĕпе вараламасть.
Служба хыççăн çамрăк тăван ялне – Ямпулата таврăнать. Малтанах хуçалăх ĕçĕнче вăй хурать, ял çыннисемпе пĕрле ĕçлеме кăмăллать вăл. Çапах та пĕррехинче Саратов облаçĕнчи Энгельс хулине çул тытать вăл, киномеханиксем хатĕрлекен училищĕре вĕренме пуçлать. Çулталăк вĕреннĕ хыççăн хамăр республикăнах ĕçлеме яраççĕ ăна. Ăçта тетĕр-и; – Хамăрпа кÿршĕллĕ Вăрмар районне. Чылай хушă ĕçлет çапла киномеханикре, аппаратурăна ялтан яла е лавпа, е çула май машинăсемпе куçарса çÿрет. Вăл вăхăтра ялсенче яланлăх стационарсем пулман. Çав çулсенче паллашнă та вăл кÿршĕ районти Шăхаль хĕрĕпе Лизăпа. Паллашуран çемье тĕвĕленнĕ.
Çемье хушăнма тытăнсан çамрăк мăшăр Вăрмар поселокне пурăнма куçнă. Кунти автопарк директорĕ икĕ пÿлĕмлĕ хваттер уйăрса панă вĕсене. Автопаркра токарь ĕçне тăвать Геннадий Васильевич Лисичкин. Ал-ури çыпăçать, ĕç майне пĕлет, хастарлăхĕ пысăк. Çавна май кирлĕ детальсене лайăх пахалăхлă туса хатĕрлет.
Каярахпа, иртнĕ ĕмĕрти сакăрвуннăмĕш çулсенче, колхозсемпе совхозсенчи мастерскойсенче те токарь станокĕсем вырнаçтарма пуçлаççĕ. Анчах хуçалăх ертÿçисен пуç ватма тивет: вăл вăхăтра ялта токаре вĕреннĕ çамрăксем пулманпа пĕрех. Станокĕ те пур ĕнтĕ – унпа ĕçлеме токарĕ çук. Тушкилти ун чухнехи “Рассвет” колхоз ертÿçи Н.П.Павлов никам кандидатури çинче те мар – Геннадий Лисичкин çинче чарăнса тăрать. Вăрмара кайсан ятарласа автопарк мастерскойне кĕрет, Геннадий Васильевичпа тĕл пулать. Ăна тăван ялĕнче, “Рассвет” колхозра токарьте ĕçлеме ÿкĕте кĕртет. Анчах тепĕр чăрмав – ялта янтăласа хунă хваттер çук, унта ĕçлесе пурăнас тесен, хăвăн йăва çавăрма тивет. Çапах та ялтах ĕçлемелле, пÿрт-çурт та тумалла – çапла тĕв тăвать мăшăр. Вăй хурса пÿрт-çуртне те, хуралтисене те çавăраççĕ. Çемьере йыш хушăнса пырать. Пилĕк ача – пурте хĕр – çитĕнет вĕсен. Халĕ ĕнтĕ хĕрĕсем ашшĕ-амăшĕ килĕнчен çунат сарса вĕçсе тухнă, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлесе пурăнаççĕ, хăйсем ача-пăча çитĕнтереççĕ. Халĕ самана урăх: е килсе каяççĕ тĕп килне, е сотовăй телефонпа ашшĕ-амăшĕн пурнăçĕ, сывлăхĕ пирки ыйтса пĕлсех тăраççĕ. Мăнукĕсем кашни çуллахи каникул вăхăтĕнчех Ямпулата ватăсем патне килсе çитеççĕ, савăнтараççĕ çапла хисеп туса. Вăй çитнĕ таран пулăшма та тăрăшаççĕ.
Паян, августăн 18-мĕшĕнче, Геннадий Васильевич Лисичкин 70 çул тултарать. Юбиляра саламлама, чаплă куна паллă тума ачисем çемйисемпе, тăванĕсем, хисеп тăвакансем пурте тулли кĕрекене пухăнĕç. Ырлăх-сывлăхлă, телейлĕ те вăрăм кун-çул пултăр сана, Геннадий Васильевич! Ан ватăл, ан чирле, ĕмĕр пурăн.
Источник: "Ял ĕçченĕ"