18 августа 2009 г.

Шалти ĕçсен пайĕ тĕрлĕ çулсенче кунта ĕçленĕ ветерансене манăçа хăвармасть, вĕсене уявсемпе саламлаççĕ, коллектива чĕнсе чыслаççĕ. Акă Тĕмер ялĕнче пурăнакан Евдокия Игнатьевна Манишева 40 çула яхăн районти шалти ĕçсен пайĕнче секретарь-машинисткăра, секретарь-бухгалтерта ĕçленĕ. Хăйĕн тивĕçне 70 çула çитичченех пурнăçласа пынă. Ăна “1941–1945 çулсенчи Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн”, “Ĕç ветеранĕ” медальсемпе наградăланă, республикăри шалти ĕçсен министрĕ 27 хутчен грамотăсем парса, тав туса хавхалантарнă.
Сăн ÿкерчĕкре: районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем Евдокия Игнатьевнана уявпа саламлаççĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"