АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паспорта ылмаштарма манман-и( (Общество)

18 августа 2009 г.

1997 çултанпа çĕршывра паспорт реформи пырать. Ку вăл СССР саланса кайнипе, маларахри çулсенче унăн йышне кĕнĕ республикăсем никама пăхăнман патшалăхсен пĕрлĕхне туса хунипе те çыхăннă. Çавăнпа та 1971 çултанпа панă паспорта çĕнĕ йышшипе – Раççей гражданинĕн паспорчĕпе ылмаштарма йышăннă. Реформа пуçланнăранпа 10 çул ытла иртрĕ пулин те, район территорийĕнчи ялсенче паянхи кунччен те паспорт ылмаштарман граждансем пур. Анчах кивĕ паспорт гражданин кам пулнине ĕнентерекен документ шутланмасть.
Хăш-пĕрисем паспорта тĕн сăлтавĕпе улăштарасшăн мар, унта биометрика даннăйĕсем кĕртесрен шикленеççĕ. Чăннипе вара паспортра нимле биометрика кăтартăвĕсем те çук. Ăна пăсасран, улăштарса, суя кăтартусем кĕртесрен шанчăклă хушма хÿтĕлевпе тивĕçтернĕ, çын пирки нимле хушма информаци те кĕртмен.
Совет саманинчи паспорта çак таранччен ылмаштарман граждансене çаплах асăрхаттарас килет. РФ гражданинĕн паспорчĕ çинчен Положенин 1-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн Эсир РФ гражданинĕ пулнине 1997 çултан пуçласа илнĕ паспорт кăна çирĕплетме пултарать. РФ гражданин паспортне Раççей Федерацийĕн территорийĕнче пурăнакан 14 çул тултарнă кашни гражданин илме тивĕçлĕ. СССР чухне илнĕ паспорта çĕнĕ сăн ÿкерчĕк çыпăçтарни (25 тата 45 çул тултарсан) ниме те пĕлтермест, çавăн пек паспорт документ шутланма пултараймасть. Унчченхи кивĕ паспортпа пурăнакансем йĕркене пăсакансем шутланаççĕ, вĕсене административлă явап тыттараççĕ (1500 тенкĕрен пуçласа 2500 тенкĕ таран штраф тÿлеттереççĕ).
Çавăнпа та 1997 çулччен илнĕ кивĕ йышши паспорта Раççей гражданинĕн паспорчĕпе ылмаштармалла. 25 тата 45 çул тултарнă граждансен паспортри унчченхи сăн ÿкерчĕке ылмаштарма çĕнни тăратмалла.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика