18 августа 2009 г.
Наркотик хутшăнăвĕсемпе çыхăннă ыйтăва патшалăх тĕрĕслесех тăрать. Пирĕн çĕршывра “Наркотик хатĕрĕсем тата психотроплă хутăшсем çинчен” закон пур.
РФ Уголовнăй Кодексĕн 25-мĕш сыпăкĕнчи статьясемпе наркотиксемпе çыхăннă ĕçсемшĕн явап тыттараççĕ.
Наркотик хатĕрĕсене, психотроплă хутăшсене е вĕсен аналогĕсене закона пăсса туяннăшăн, упранăшăн, илсе çÿренĕшĕн, хатĕрленĕшĕн РФ УКн 228-мĕш статйипе 3 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăвараççĕ. Наркотикĕ нумай пулсан, 1 миллион тенкĕлĕх штрафлаççĕ е 4–20 çул таран тĕрмене лартма пултараççĕ.
Уйрăмах йывăр преступленисемшĕн, çав шутра наркотик хатĕрĕсене е психотроплă хутăшсене вăрланăшăн тата ирĕксĕрлесе илнĕшĕн 229-мĕш статьяпа 14 çулхи ачасене те явап тыттараççĕ.
РФ УКн 231-мĕш статйипе килĕшÿллĕн наркотикла хутăшсемлĕ ÿсен-тăрансене ÿстернĕшĕн, туса хатĕрленĕшĕн 2 çул таран ирĕклĕхсĕр хăвараççĕ е административлă майпа явап тыттараççĕ, штрафлаççĕ.
Çуллахи вăхăтра мăкăнь ÿстерекенсене те пуçран шăлмаççĕ. Çакăн пирки тăтăшах асăрхаттаратпăр пулин те, хăш-пĕри çав-çавах ку йĕркене пăсать. Кантăр, мăкăнь çитĕнтерме юраманни пирки тепĕр хут аса илтеретпĕр. Паянах тĕп тăвăр асăннă культурăсене. Унсăрăн явап тытма тивет.
Источник: "Ял ĕçченĕ"