18 августа 2009 г.

“Россельхозцентрăн” Тăвайри уйрăмĕн агрономĕсем вăрлăхлăх тĕш тырă лаптăкĕсене апробаци тăвассине вĕçленĕ. Ку ĕçе супер-элита, элита, пĕрремĕшпе иккĕмĕш репродукциллĕ вăрлăхсем акса тунă çичĕ-сакăр пысăкрах хуçалăхра туса ирттернĕ. Вĕсен шутĕнче – “Акконд-агро фирма” УАО, Ленин ячĕллĕ, “Красная Чувашия”, “Шимкусский”, “Чутеевский” тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсем. Апробаци даннăйĕсем вăрлăхсемпе малалла усă курассине тата сортсен пахалăхне хак пама, вырăнта туса илнĕ вăрлăха пур региона та сутма ирĕк паракан документсем туса хатĕрлеме, хуçалăхсене сертификатсемпе тивĕçтерме май параççĕ. Сертификата “Россельхозцентртан” илмелле.
Çавăн пекех массăллă репродукциллĕ вăрлăхсен уйĕсене те регистраци тунă. Регистраци акчĕсем çакнашкал вăрлăхпа хуçалăхсене фуражлăх тырă туса илме ирĕк параççĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: “Россельхозцентрăн” Тăвайри уйрăмĕн ертÿçи В.Я.Синяков (варринче) тата И.П.Табаковапа Г.Ф.Макарова агрономсем апробаци уйĕнче.
Н.КРАСНОВ сăн ÿкерчĕкĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"