14 августа 2009 г.
“Ĕçленĕçемĕн гектар хыççăн гектар катăлать, çĕнĕ тырă йĕтеме кĕрет”, – терĕ Вăрманхĕрринчи Борис Левкеевич Алексеев фермер. Тырра икĕ комбайнпа çапса тĕшĕлеççĕ: пĕринпе Николай Алексеевич Лаптин, тепринпе Илья Валерьянович Ефимов ĕçлеççĕ. Ĕçленĕ чух, кал-кал çапса тĕшĕлеççĕ. Çĕнĕ тырра комбайнсем патĕнчен йĕтеме Пуянкасси çынни Николай Петрович Иванов ГАЗ–53 машинăпа турттарса тăрать. Йĕтемри ĕçсене Аркадий Александрович Захаров агроном йĕркелесе пырать. Уйран кĕнĕ тырра типтерлесе ĕлкĕрсе пыраççĕ.
“Малтан кĕрхи ыраш çапнă пулсан, халĕ сĕлĕ пухса кĕртетпĕр. Вăтам тухăç гектар пуçне 20 центнерпа танлашать”, – пĕлтерчĕ Борис Левкеевич.
Çитес çулхи тухăç валли 100 гектар кĕр тыррисем акса хăварасшăн пулнине те вăл каларĕ. Хальлĕхе çуррине çĕр хатĕрленĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"