14 августа 2009 г.
Иртнĕ эрнере район пуçлăхĕ Н.И.Иванов хушăвĕпе çирĕплетнĕ комисси Тăвай енри шкулсем çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслерĕ. Ăна вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ В.Я.Шакров ертсе пычĕ. Ушкăнра Роспотребнадзор, Госпожнадзор, шалти ĕçсен министерствин, патшалăх хăрушсăрлăх службин, райадминистрацин сотрудникĕсем пулчĕç. Куратпăр ĕнтĕ, шкулсен ĕçне нумай енлĕн тишкернĕ. Юлашки вăхăтра пушартан сыхланас ыйтупа чылай ĕç туса ирттернĕ шкулсенче. Çавăнпа та пушар надзорĕн районти пуçлăхĕн асăрхаттарăвĕсем сахалрах пулчĕç.
Шкулсенчи санитари правилисемпе нормисем вара кăткăслансах пыраççĕ. Кастрюль, кашăк-чашăк, аш-какай, пулă, пахча-çимĕç çума уйрăм ваннăсем вырнаçтарма лекрĕ кăçал. Вĕсене тата алă çумалли вырăнсене веçех ăшă шывпа тивĕçтернĕ.
Тĕрĕслекенсем Эльпуç (директорĕ В.Г.Груздев), Мучар (В.И.Смирнова), Тĕмер (А.А.Николаева), Чутей (Н.В.Большов), Енĕш Нăрваш (О.В.Ярмулин), Тушкил (Е.С.Емельянова) шкулĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе санитари правилисемпе килĕшÿллĕн чылай ĕç тунине палăртрĕç.
Районти ача сачĕсенче те хĕрсех юсав ĕçĕсем пыраççĕ халь.
Источник: "Ял ĕçченĕ"