14 августа 2009 г.

Килĕр, килĕр, хаклă хăнасем,
Ял-йышсем те инçетри туссем.
Уява уяв пекех тăвар,
Ун илемĕ – çăкăрпа тăвар.
Ĕлĕкхи йăлапа чăвашла тумланнă хĕрпе каччă уяв ячĕпе саламласа пурне те кăпăшка та тутлă çăкăра тутанса пăхма, кăпăклă сăрине ĕçсе пăхма сĕнеççĕ.
Малтанах культура çурчĕ çумĕнчи “Çăлкуç” фольклор ушкăнĕ чăваш халăх юрри-кĕввисемпе пĕрле Тăрмăшри Н.Петров çырнă “Туслăх юррипе” саламларĕ пухăннисене.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Разин туса ирттернĕ ĕçсемпе, умри тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Район представителĕсем – Г.Гаврилов, Г.Масленников, Л.Аввакумова уявпа саламланипе пĕрлех маттур ентешсене Хисеп грамотисемпе пĕчĕк парнесем парса хавхалантарчĕç. Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Р.Кузьмина та килнĕ кÿршĕсене саламлама. Малашне те туслă пурăнар, терĕ, асăнмалăх хитре чей куркисем парнелерĕ. Шкул директорĕ М.Андреев уява килнисене, спортра вăйлисене ырлăх-сывлăх, ăнăçусем сунчĕ. Отсавкăри полковник, “Тăрмăш ялĕн историйĕ” кĕнеке авторĕ Э.Ушаков кĕсен ял историйĕ çинче чарăнса тăчĕ. Женя Семенов “Средняя школа” юрра шкулта, врач офисĕнче ĕçлекенсене халалларĕ. Ангелина Спиридонова та хитре сассипе куракансене тыткăнларĕ.
Илья Николаев – ялта чи çамрăк гражданин. Унăн ашшĕ, Артем, хальхи вăхăтра хĕсметре, çĕр шыв чиккине сыхлать. Чи аслă та сумлă çын кам-ши; Арçынсенчен – 86 çулхи Павел Игнатьевич Игнатьев, Аслă вăрçă ветеранĕ. Хĕрарăмсенчен вара – Мария Ильинична Ильина. Тăлăха юлнă салтак арăмĕ 93 çулта. Хисеплĕ ветерансем ячĕпе Н.Иванова (Тăвайри культура çурчĕ) илемлĕ юрă шăрантарчĕ. А.Павлов балалайкăпа ăста выляса пачĕ.
Тинтерех çемье çавăрнă Андрейпа Елена Ялугинсене, Александрпа Ирина Антоновсене, Иванпа Олимпиада Ялугинсене Г.Ефимов юрăç телейпе юрату сунчĕ, илемлĕ юрă парнелерĕ. Ялти маттур çмьесене тĕрлĕ номинаципе хакларĕç. Акă, Николай Андреевпа Алексей Петрова “Чи лайăх кил хуçалăх”, Михаил Смолина “Чи лайăх пÿрт умĕ” конкурссенче çĕнтернĕшĕн Хисеп хучĕсемпе парнесем пачĕç.
Ял хастарĕсене ятранах асăнса хăварчĕç уявра. Ял депутачĕ, хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Т.Ялугина пĕлтĕр “ЧР чи лайăх общественник” ята тивĕçнĕ. С.Спиридонова – ял депутачĕ, “Кил хуçи хĕрарăмĕ” клуб ертÿçи, Л.Агафонова – хĕрарăмсен канашĕн членĕ, Н.Семенова – “Ăста алăсем” кружок ертÿçи. Спорт ветеранĕ В.Макаров культура пурнăçĕнче те пултаруллă. Тата ял депутачĕ те вăл. Людмила Андреевна Семенова – нумай ача амăшĕ, активлă общественник. Ачисем – Сергей, Александра, Лиза аслă шкулсенче пĕлÿ пухаççĕ. Настя вĕренсе тухса ĕçлет. Верăпа Надежда шкулта “4” тата “5” паллăсем илсе савăнтараççĕ. Пуçаруллă çынсем ячĕпе Алена юрăç хамăр ентеш Э.Табаев çырнă “Тăрмăш юррине” илемлĕн кăларчĕ. Çак юрă сцена çинче пĕрремĕш хут янăрарĕ.
Енĕш Нăрваш хĕрĕ Анастасия юрăç та килнĕ тăрмăшсене саламлама. Çак кун çуралнисене юрă парни турĕ.
“Чĕрĕк ĕмĕр – кĕмĕл туй,
Умăрта халь ылтăн туй...”.
Кĕмĕл туя паллă тăвакансене чăваш эстрада юрăçисем – Елчĕк каччипе Типшĕм Сашукпа Анастасия – саламларĕç. “Дмитрийпа Татьяна Семеновсен пĕрлешнĕ кунĕ иккен паян”,– пĕлтерчĕ ертсе пыракан.
Концертпа курма килнисем кăмăллă юлчĕç. Юлашкинчен Алена Петрова çырнă “Ман юратнă Тăрмăш ялĕ” сăвă янăрарĕ, “Тăрмăш юррине” тепĕр хут пурте пĕрле юрларĕç.
Таврана техĕмлĕ шÿрпе шăрши сарăлчĕ. Уява килнисем М.Владимировапа Л.Артемьевана тутлă апатшăн тав турĕç.
Пирĕн ял спортсменĕсем республикăра тăван ял, район чысне сумлăн хÿтĕлеççĕ. Ÿсĕмсем çине пайланса массăллăн хутшăнчĕç вĕсем уявра спорт ăмăртăвĕсене. Футболпа волейбол вăййисенче Енĕш Нăрвашпа ял командисем пĕр-пĕринпе тупăшрĕç.
Каçхине каллех стадиона халăх пуçтарăнчĕ. Уяв ирчченех тăсăлчĕ. Артистсемпе пĕрле юрларĕç, ташларĕç, савăнчĕç. Эдуард Табаевпа Игорь Афанасьев спонсорсене лайăх шоу-дискотека туса панăшăн тав турĕç. Уява М.Матросовапа К.Алексеева аван ертсе пычĕç, вăл çÿллĕ шайра ирттĕр тесе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Разин, унти культура çурчĕн ĕçченĕсем, хĕрарăмсен совечĕн членĕсем нумай тăрăшрĕç.
Ял уявĕсене ирттерес ырă йăлана малашне те тăсасчĕ. Вăл пире пĕрлештерет, халăх йăли-йĕркине упрама вĕрентет, спортпа туслаштарать, кăмăла çирĕплетет.
Сăн ÿкерчĕкре: уяв саманчĕ.