АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăмаха ĕçпе çирĕплетсе (Общество)

14 августа 2009 г.

Сăмаха ĕçпе çирĕплетсе (Общество)

Чи хастар депутат пирки сăмах хускатсан Эльпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Н.Ефимов чи малтанах Çĕнçырмари Федор Максимова асăнчĕ.
“Вăл ял пурнăçĕн аталанăвне сулмаклă тÿпе хывать тени пĕрре те ÿстерсе калани пулмĕ. Депутат тăрăшнипе ялти кулленхи ыйтусене хăвăрт татса пама май килет. Хăй те, çемйи те ырă тĕслĕхпе, пуçарулăхпа палăрса тăраççĕ”,– терĕ тулли кăмăлтан Владимир Никифорович.
Çĕнçырмари Георгий Максимовичпа Валентина Степановна 4 ывăлпа 1 хĕр пăхса ÿстернĕ. Пурте вĕсем çемье çавăрса ялта тĕпленнĕ. Ашшĕ-амăшĕ ывăлĕсене пурне те çурт-йĕр çавăрса панă. Федор çемьере чи асли, 1969 çулта çуралнă. Çар служби хыççăн милици шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Ун хыççăн районти шалти ĕçсен пайĕнче, Канаш хулинче ведомство тулашĕнчи хурал службинче çирĕм çул ĕçлесе канăва тухнă. Чи пултаруллă сотрудниксен ретĕнче пулнă. Ăна пĕрре кăна мар медальсемпе, Хисеп хучĕсемпе наградăланă. Çынсемпе ĕçлес, ертсе пырас ăсталăхне асăрхаса ял халăхĕ депутата суйланă. Ф.Максимов çак пысăк тивĕçе сăмахпа мар, ĕçпе çирĕплетет.
Унпа калаçнăçемĕн вăл паянхи пурнăç таппипе утакан, мал ĕмĕтлĕ çын иккенне туйса илетĕн.
“Тавралăха тирпей-илем кĕртесси çивĕч ыйтусенчен пĕри. Çак ĕçсене малтанхи вăхăтра хутшăнсах кайман е пĕлтерĕш паман çынсен ăнланулăхĕ ырă енне улшăнса пырать. Кăçал йывăç-тĕм лартма, çимĕк умĕн масара тирпейлеме халăх йышлăн тухрĕ”,– пĕлтерет вăл.
Халăхпа тачă çыхăнса ĕçленĕрен шанаççĕ ăна. Ун патне темле ыйтупа та пыраççĕ. Депутат суйлавçăсемпе канашламасăр, сĕнĕвĕсене шута илмесĕр ĕçе пуçăнмасть. Пĕрле кар! тăрса Пушкин урамĕнчи çăла тасатрĕç. Халĕ техĕмлĕ те сипетлĕ шыва ĕçсе киленеççĕ. Сиплĕ пулнăран ытти çĕртен те илме килеççĕ. Çăлкуç патĕнчи йывăç валашка çĕрĕшме пуçланине асăрханăччĕ-ха. Валашки çирĕпрех пултăр тесе тимĕртенех тума шухăшларĕ. Халĕ çынсем савăнса кĕпе-йĕм чÿхеççĕ, ял депутатне ăшшăн тав тăваççĕ.
Çĕнçырмара икĕ уй хапхине бетон юпасем лартса тимĕртен тунă. Ку та депутат пуçарăвĕпе пурнăçланнă ĕç.
Ял хастарĕн тепĕр курăмлă ĕçĕ – пĕлтĕр ниме пухса ялти кĕпере юсани. Халăх сурсан, кÿлĕ пулать тесе ахальтен каламан. 25 арçын кунĕпе вăй хурса кĕпере юсаса пĕтерме пултарнă. Çак ырă ĕç пирки калаçнă май Федор Георгиевич шухăша путрĕ. Тата мĕн пирки пуç ватать-ши канăçсăр чун-чĕреллĕскер;
“Эль кÿлли çывăхĕнчи хăйăр карьерне çÿремелли ишĕлчĕк кĕпере юсасси тахçантанпах пуç çинче,– терĕ. –Ăна ĕçе кĕртни питĕ меллĕ, тÿрĕ çул 3 çухрăм утассине перекетлеме май парать ял халăхне. Ку ыйтăва депутатсен ларăвĕнче те çĕкленĕ, ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе те калаçнă. Вырăнта укçа-тенкĕ çителĕксĕртен ытти майсем шырама тивет. Пĕрле тăрăшсан татса паратпăрах ку ыйтăва”.
Маттур депутат ял кĕтĕвне йĕркелесе ярассине хăй çине илнĕ. Ку ыйтупа выльăх усракансемпе кĕтÿ кăлариччен пухусем ирттерет.
Пулас ăру малашлăхĕ те канăç памасть ăна. Вĕсем сывă та тĕреклĕ, ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен пиçĕхсе, ĕçе юратса ÿсчĕр тесе чунтан тăрăшать. Акă, çуллахи каникул вăхăтĕнче халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр урлă шкул ачисенчен бригада йĕркелеме тÿрремĕнех хутшăнчĕ.
2009 çул пуçламăшĕнче Эльпуçĕнчи вăтам шкулта физкультура учителĕнче ĕçлеме пуçланă вăл. Çавăнпа шкул пурнăçĕ пирки те калаçма интереслĕ пулчĕ унпа. “Пултаруллă ачасем сахал мар, вĕсен ăсталăхне аталантарса пырса малашлăха çул уçса памалла. Вара пысăк ÿсĕмсем пулаççех”,– тет хавхалануллăн Ф.Максимов. Çакна хăйсен çемйин тĕслĕхĕ те çирĕплетет. Мăшăрĕпе иккĕшĕ те спортпа туслă. Ашшĕпе амăшĕн ырă тĕслĕхĕпе ачисем те физкультурăпа, спортпа туслă пулса çирĕп вăй-халлă, пиçĕхсе ÿсеççĕ. Çакă Оля хĕрне пысăк çитĕнÿ патне малтанхи утăмсем тума май панă та ĕнтĕ. Вăл – районти чи вăйлă йĕлтĕрçĕ. Кăçал зонăри, республикăри ăмăртусенче пĕрремĕш-иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. Маттур хĕре Шупашкарти Олимп резервĕсен училищине вĕренме илнĕ. Тăххăрмĕш класри Алеша та аппăшĕнчен юлмасть, районта шкул чысне хÿтĕлет.
Федор хăй те шкул вĕреннĕ чухне чи лайăх спортсменсенчен пĕри пулнă. Йĕлтĕр спортне уйрăмах кăмăлланă. Нумай грамота-диплом илме тивĕç пулнă. Турă çырнипех пуль кÿршĕ ял хĕрĕпе, районти йĕл-тĕрçĕсен ăмăртăвĕнче паллашнă. Мăшăрĕ, Нина Александровна, пуçламăш классен учителĕ, куллен ялтан 17 çухрăмри Тăрмăшри вăтам шкула ĕçе çÿрет. Тем пек ерçеймесен те йĕлтĕр йĕрĕ çине тăма вăхăт тупатех.
Хĕл кунĕсенче Ф.Максимов ял çывăхĕнчи вăрман уçланкинче йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртусем йĕркелет. Кăçалхи спартакиадăна та хăйсен тăванне, чире пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă Владимир Максимов депутата халалланă. Çак мероприятие кашни çулах ирттерме йышăннă. Çамрăккисем те, аслăрах çулхисем те хутшăнаççĕ. Хăйĕн “Буран” снегохочĕпе ялти тата районти йĕлтĕрçĕсен чупăвĕ валли трасса хатĕрлесе панă.
“Çакăн пек ăмăртусене халăха массăллăн явăçтарни вĕсен активлăхне ÿстерме, сывă пурнăç йĕркине анлăрах сарма, çынсен пушă вăхăтне усăллă ирттерме, вăй-халне çирĕплетме пулăшаççĕ”,– кăмăлтан палăртать Ф.Максимов. Ырă ĕçĕн çимĕçĕ те ырă. Ахальтен-и Эльпуç ял тăрăхĕн йĕлтĕрçисене районти тупăшусенче çĕнтерÿçĕсем хушшинче курма пулать.
“Ылтăн алăсем”,– теççĕ кăтартуллă çемье пуçĕ пирки ялта. Пур ĕçе те пултарнăран кил хуçалăхĕнче çĕр ĕçĕнче кирлĕ пĕтĕм техника пур. Хальтерех кивĕ “Нива” комбайн туяннине каларĕ. Малтанлăха пысăках мар лаптăкра тĕш-тырă çитĕнтерме шухăшлать. Ял çыннисене çĕр сухаласа, курăк çулса, тĕрлĕ груз турттарса парать вăл. Ялти шкула чылай пулăшать. Ытларахчĕ çакăн пек хастарсем.
 
Сăн ÿкерчĕкре: Ф.Г.Максимов депутат.
В.НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика