11 августа 2009 г.
Çĕршывра наркотикпа туслашнисен йышĕ çулран-çул ÿсет. Нумай ашшĕ-амăшĕ ачасен характерĕ улшăннине сисет, çапах ăнланма тăрăшмасть. Час-часах йывăр вăхăта самана çине йăвантарать. Тĕпрен илсен, чылай ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрĕ наркотикпа туслашни пирки шутлама та пултараймасть. Уйрăмах çакă шкул пĕтерсе хулана вĕренме кайнисен хушшинче тĕл пулать. Вĕсем ирĕклĕ пурнăçа хăнăхаççĕ, ыттисенчен нихăш енĕпе те “катăк” мар тесе шурă порошок тытăмне çакланаççĕ.
Ашшĕ-амăшĕ енчен те сирĕн ача хăйне урăхларах тытма пуçларĕ пулсан, килтен укçа, хаклă япаласем çухалсан, шкула çÿресси çине алă сулсан, сирĕн ачăр наркомани енне ура ярса пусман-ши тесе шутласа пăхăр. Ку пуçламăшĕ çеç пулма пултарать. Çавăнпа та çамрăксене сăнасах тăмалла. Ал-ура çинче укол тунă паллăсем, сĕтел çинче трубка евĕр çавăрнă хут таткисем, порошок евĕр веществосем асăрхасан, ним шутласа тăмасăр ачана нарколог патне илсе каймалла.
Наркомание пула мĕн чухлĕ çемье арканать-ши тата; Тата пысăкрах инкек: упăшкипе арăмĕ те çак инкекпе туслă пулсан, çут тĕнчене чăлах ачасем килеççĕ. Вĕсем вара ĕмĕр тăршшĕпех ашшĕ-амăшĕн ухмахлăхĕшĕн асап курма тивет.
Çакăн пирки пурин те уйрăмах çамрăксен шухăшласа пăхмалла, тĕрĕс пĕтĕмлетÿ тумалла.
Источник: "Ял ĕçченĕ"