11 августа 2009 г.
Августăн 6-мĕшĕнче Кÿкеçре пушара хирĕç кĕрешекенсен республикăри ăмăртăвĕсем пулса иртрĕç. Ку тĕп ăмăртăва хăйсен зонисенче малти вырăна тухнă Çĕрпÿ, Шупашкар, Вăрнар, Тăвай, Етĕрне тата пĕлтĕр республикăра 1-мĕш вырăн йышăннă Комсомольски районĕсен командисем хутшăннă.
Республика шайĕнчи кĕрешÿ кирек хăçан та çивĕч иртет. Апла пулин те пысăк ăсталăхпа пĕлÿ тата вăр-варлăх кăтартса хальхинче пирĕн Тăвайри пушар чаçĕн команди 1-мĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Çĕрпÿсемпе комсомольскисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Тăвайри пушар чаçĕн команди хăйсене республикăри ăмăртăва кайса килме укçа-тенкĕ енчен пулăшу панăшăн “Тăвайри кооператив” потребобщество коллективне (ертÿçи В.Н.Федоров) тата Георгий Сергеевич Сергеев предпринимателе пĕтĕм чун-чĕререн тав тăвать.
Источник: "Ял ĕçченĕ"