11 августа 2009 г.

Çак çурта урăх вырăна куçарса лартас пулсан, унччен ăна пĕлнĕ çынсем те халĕ палласа илеймен пулĕччĕç, хăш вăхăтра епле хитре çĕнĕ çурт ÿссе ларнă-ха тесе тĕлĕнĕччĕç. Ку вара унччен хĕрлĕ кирпĕчрен купаланă “Акконд-агро фирмăн”столовăйĕпе магазин çурчĕ. Вăт епле улăштарма пултарать сăн-сăпата çĕнĕ “кĕпе-тум”!
Пĕр уйăха яхăн вăй хучĕ кунта Александр Сыгачев ертсе пыракан строительсен бригади. Е.Иванов, С.Григорьев, А.Семенов ăстасем "пурте Улянкăран" ĕçе пахалăхлă тума тăрăшаççĕ. Вĕсем пирвай ку енĕпе тĕрлĕ çĕрте вăрах ĕçлесе опыт пухнă, аллисем çыпăçуллă. Строитель пулса çурт-йĕре илем кÿмех çуралнă тейĕн. Çурта тул енчен сарă тĕслĕ сайдингпа, цоколь пайне хăмăр тĕслĕ профнастилпа çапса тухнă. Çурт тăррине те çĕнетнĕ. Маларах тепĕр бригада унччен шифер пулнă тăрăна сÿтсе хăмăр тĕслĕ металлочерепицăпа витнĕ. Ку чухнехи строительство материалĕсем сăн-сăпата тĕпрен улăштарма май параççĕ мар-и(
Тулашĕнчен кăна мар, шалтан та тĕлĕнмелле улшăннă столовăй. Унта халь культурăллă та таса. Стенасене шурă тĕслĕ пластикпе витнĕ, мачча формине улăштарнă, апатлану залĕ ирĕкленнĕ. Алăсене çумалли те, электричествăпа вĕртерсе типĕтмелли те, сĕтел-пукан та – пурте пĕр-пĕринпе килĕшÿллĕ, вырăнлă. Столовăйра ĕçлеме те, апатланма та кăмăллă. Кунта халĕ туйсемпе юбилей банкечĕсем ирттерме те лайăх. Пĕр сăмахпа, “Акконд-агро фирма” столовăйĕ шалтан та, тултан та хуларинчен кая мар.
Çавăн пекех кăçал кунти магазина та шалтан сăрласа илемлетнĕ, тавара илемлĕ вырнаçтарнă, холодильниксемпе витринăсем пур.
“Акконд-агро фирмăн” столовăйĕпе магазин çурчĕ халĕ район сучĕпе прокуратура çурчĕсемпе килĕшÿллĕ, унчченхи пек тĕссĕр мар. Çак урама халĕ асфальт питĕ сарасчĕ. “Акконд” пулăшсан, хамăр ертÿçĕсем тăрăшсан, çакна пурнăçа кĕртме пулассăн туйăнать.
Сăн ÿкерчĕкре: “Акконд-агро фирмăн” столовăйĕпе магазин çурчĕ.
А.НИКИТИНА сăн ÿкерчĕкĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"