11 августа 2009 г.
Шкул коридорĕнче ырă шăршă сарăлнă. Столовăй енчен килет иккен. Интересленсе кĕрсе пăхрăм. Кухньăра хаваслă ĕç шавĕ тăрать. Пĕрисем кĕленче савăтсене çăваççĕ, теприсем пахча çимĕçсене тураççĕ, пĕçереççĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен центртан янă рабочисемпе шкулти техперсонал хăяртан салат тăваççĕ. Тутанса пăхрăм – тутлă. Кунтах шкул завхозĕ Г.Катякова мĕн кирлипе вăхăтра тивĕçтерсе тăрать.
“Паянхи кун тĕлне маларах çиме тесе, сивĕ шывпа 4 фляга хăяр тăварланă, 3 литрлипе 70–80 банка хăяр, кабачок, патиссон маринадланă. Хĕрлĕ помидортан та хатĕрлеме пуçланă. Пиçмелли тата нумай-ха. Икрасем, салатсем хупрăмăр”, – хавхаланса пĕлтерчĕ Галина Анатольевна.
Чăннипех те савăнмалăх пур. Ачасем çулла ĕçлени харама каймарĕ. Хăярĕ те, помидорĕ те ăнса пулчĕ. Суханĕ те шултра çитĕнчĕ. Ăна кăларса тасатса тирпейленĕ. Кишĕрпе чĕкĕнтĕр те тулăх, хĕл каçмалăх çитет.
Хĕл хырăмĕ пысăк. Сахал мар пахча çимĕç кирлĕ пулать вĕренÿ çулĕ тăршшĕнче.
Источник: "Ял ĕçченĕ"