11 августа 2009 г.
“АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе килти хуçалăха аталантарма паракан çăмăллăхлă кредитсемпе çынсем халĕ те усă курма тăрăшаççĕ. 2009 çулхи çичĕ уйăхра çапла 96 çын 10 млн. та 859 пин тенкĕлĕх ЛПХ кредичĕ илнĕ. Иртнĕ çулсенчи пекех, кăçал та асăннă кредита Тăвай ял поселенийĕн территорийĕнче пурăнакансем ытларах хапăл тунă. Эльпуç ял поселенийĕн территорийĕнче пурăнакансем те тепĕр 14 çемье кредитлă пулса тăнă. Çынсем кредит укçи-тенкипе çĕр ĕçлеме, кил хуçалăхра усă курма техника туянаççĕ, выльăх-чĕрлĕх витисем тăваççĕ е вĕсене çĕнетеççĕ, ĕç хатĕрĕсем илеççĕ тата ытти те. ЛПХ кредичĕсемпе çынсене Перекет банкĕ те, Россельхозбанк та тивĕçтерет. Вĕсен филиалĕсем райцентрта юнашар тенĕ пекех вырнаçнă.
Приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçа кĕртме тытăннăранпа районта пурĕ 1465 ЛПХ кредичĕ илнĕ, çакăн пĕтĕмĕшле сумми 177 млн. та 738 пин тенкĕпе танлашать. Килти хушма хуçалăха аталантармашкăн çăмăллăхлă кредитпа тивĕçтерес тесе пуринчен ытларах Тăвай, Пуянкасси, Йăнтăрчă, Эльпуç ял поселенийĕсем тăрăшнă.
Источник: "Ял ĕçченĕ"