07 августа 2009 г.

Эмел курăкĕ пухасси çăмăл ĕç мар. Шăрăх çанталăкра пуçа çĕклемесĕр, кунĕпе симĕс курăк хушшинче çÿреме пурте пултараймаççĕ. Теприсем вара çакна çĕкленÿллĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Чылаях пухма тÿсĕм çитереççĕ вĕсем, лайăх типĕтеççĕ те хатĕрлевçĕсене кайса параççĕ.
Асăрхаман мар ĕнтĕ район центрĕнче пурăнакансем тулли михĕсемлĕ хĕрарăмсем “Тăвайри кооператив” потребобщество склачĕсен территорийĕ еннелле васканине. Теприсем ача урапи çине тиенĕ курăкĕсене. Вĕренекенсем те хастар хутшăнаççĕ ку ĕçе, çуллахи каникула усăллă ирттереççĕ.
Çĕнĕ Ишпуçĕнчи куллен кирлĕ таварсен магазинĕ эмел курăкĕ пухассипе малта пырать районта.
–Зоя Краснова пенсионерка, ĕçсĕр юлнă Татьяна Шамбулинапа Владимир Скворцов питĕ правур ку енĕпе. 80 çулсенчи Илья Шамбулин та эмел курăкĕ пухма хутшăнаканччĕ-ха, – тет Т.Волкова сутуçă. Тушкилти Елизавета Егорова, Тăвайри Юлия Павлова пенсионеркăсене тата нумай çынна ырăпа асăнчĕ Е.Антонова хатĕрлевçĕ.
Нумаях пулмасть çак йĕркесен авторне район центрĕнче пурăнакан тепĕр харсăр хĕрарăмпа калаçма тÿр килчĕ. Роза Васильевна Поликарпова тесе чĕнеççĕ ăна. Ĕмĕрĕпех Тăвайри общепитра тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă вăл.
–Нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ эп. Анне пире çут çанталăкпа туслă пулма вĕрентсе ÿстернĕ. Хăш курăкĕ мĕнле чиртен сыватнине çамрăк чухнех аван пĕлнĕ. Халь пенсире. Килте те ĕç чылай-ха, пĕрех эмел курăкĕ пухма вăхăт тупăнать, – пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне ырă ĕç тăвакан.
Икĕ-виçĕ çул тăрăшать иккен ку енĕпе, пĕлтĕр чылай пысăк суммăлăх курăк типĕтсе пама вăй-хал çитернĕ Р.Поликарпова.
Виçĕ ача пăхса çитĕнтернĕ вĕсем мăшăрĕпе, Валерий Андреевичпа. Вăл нумаях пулмасть 60 тултарнă, арăмне эмел курăкĕ пухма пулăшать. Ачисем, Сашăпа Алина, Тăвайра ĕçлеççĕ. Наташа Шупашкарта пурăнать. Мăнукĕсем, пĕчĕк Мадинăпа Настя, аслисенчен ырă тĕслĕх илсе, сывлăхлă çитĕнеççĕ. Малашне, тен, вĕсем те усăллă ĕçре хастарлăх кăтартма пуçлĕç. Эмел курăкĕ юратса пухакансене тÿсĕмлĕх сунар. Мĕншĕн тесен вĕсем хăйсен ирĕкĕпе пирĕн сывлăха сиплемелли эмел тума пулăшаççĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: эмел курăкĕ юратса пухакансенчен пĕри – Р.Поликарпова.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.
Источник: "Ял ĕçченĕ"