АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçкĕ черккерен пуçланать (Общество, здравоохранение)

07 августа 2009 г.

Алкоголизмпа чирлисен йышĕ кунсеренех ÿссе пырать.
Раççейре пĕр çын пуçне вунпилĕк ытла литр эрех лекнине çирĕплетеççĕ. Алла черкке тытмалли сăлтав тĕрлĕрен ĕçкĕçсен: автан пуснă, утă кĕртнĕ, çĕрулми аврисене колорадо нăрринчен имçамланă, хуларан уйăх курман юлташĕ килнĕ тата ытти те. Çулталăкра виçĕ хутчен çуралнă кунне паллă тăвакансем те пур вĕсем хушшинче. Çынна тирпейлесе пытарсан та кашни уйăхрах ĕçме хатĕр теприсем.
Хаяр шĕвеке тăтăшах ăша янипе чи малтан пĕвер сиенленет, каярахпа ытти органсем те начарланма пуçлаççĕ. Пĕвер циррозĕ çынсен пурнăçне вăхăтсăр татать. Миокард инфаркчĕ ĕçкĕçсен тăтăшрах тата йывăртарах пулать. Пуç мимийĕ те асапланать алкоголизмпа чирлекенсен. Ăс-тăн пăтранăвĕ пуçланать, тăтăшах тытса пăрахма пуçлать. Ĕçекен çын хăйĕнне кăна мар, пĕрле пурăнаканнисен, кÿршисен сывлăхне те хавшатать. Çавăнпа алла тăтăшах черкке тытакансене эрехпе ашкăнма вăхăтра чарăнма сĕнес килет. Урă пурнăç ытамне таврăннинчен лайăххи çук. Пуç ыратма пăрахать, хăвăра лайăх туйма пуçлатăр. Хуйхăра эрехпе çăмăллатма, савăнăçа хаяр шĕвекпе çума ан васкăр нихăçан та. Малтан черкки пĕчĕк кăна пек туйăнать, анчах инкекĕ пысăк пулĕ кайран.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика