АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăмăла каять (Культура, связь)

07 августа 2009 г.

Кăçалхи март уйăхĕнче республикăра чăваш наци радиовĕ ĕçлеме пуçланă. Çакăн çинчен эпĕ июль уйăхĕнче анчах районти “Ял ĕçченĕ” хаçатра вуласа пĕлтĕм. Ураскассинчи П.Никифоров унта чăваш передачисене кăмăлласа итлени çинчен пĕлтернĕччĕ.
Радио кăларăмĕсенче нумай ыйту хускатаççĕ. Ача-пăча валли уйрăм эфир вăхăчĕ пур. Вĕренÿ заведенийĕсем пирки те пĕлме пулать. Студентсем те, преподавательсем те тухса калаçаççĕ. Аякри чăвашсен пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен те пĕлме кăсăклă. Чăваш юрри-кĕвви вара чуна çĕклет.
Пурнăç çынна таçта та илсе çитерет. Эпĕ хам Тăрмăш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Халĕ вырăс ялĕнче Мучарта пурăнатăп. Çемйипех чăваш передачисене пăхма-итлеме юрататпăр.
Пĕр кунхине ирхине радиона ятăм та палланă сасă илтĕнсе кайрĕ. Пирĕн ялта çуралса ÿснĕ Николай Дмитриев юрăç калаçать иккен. Юрласа та пачĕ вăл. Тăрмăшран нумай паллă искусство çынни тухнă. Вĕсем çинчен уйрăм передача йĕркелесен аван пулмалла.
Чăваш наци радиовĕ çынсене савăнăç кÿтĕр, ĕмĕрĕ вăрăм пултăр.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика