07 августа 2009 г.
“Акконд-агро фирмăн” кăçал тĕштырă культурисене 1500 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Юнкун тĕлне 497 гектар çинчи кĕрхи тулла вырнă, 1183 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. Тухăç вăтамран 23,8 центнерпа танлашать. Тырă типĕ кĕрет, йĕтемре ăна тасатса сортлаççĕ. Шупашкарти элеватора 110 тонна çĕнĕ тырă ăсатнă.
Тырă пухса кĕртнĕ çĕрте Вячеслав Семенов, Владимир Капитонов, Геннадий Егоров комбайнерсемпе вĕсене пулăшаканĕсем “Донсене” тухăçлă ĕçлеттереççĕ. “Хир карапĕсем” ытларикун Чÿкçырми енче тритикале (тĕштырă хутăшĕ) пуссине ÿкнĕччĕ. Ĕнер Амалăх енне куçрĕç. Комбайнсем патĕнчен тырра Н.Поликарпов, Н.Михайлов, И.Сергеев водительсем “ЗИЛ”семпе йĕтеме турттараççĕ.
Ĕçе комплекслă йĕркелеме тăрăшни сисĕнет. Улăмне пресласа комплекса турттарса тăраççĕ.
Вырма ĕçĕсемпе пĕрлех выльăх апачĕ хатĕрлес пирки те манмаççĕ. Ку вăхăт тĕлне 1,5 пин тонна кĕрекен тата кăçал юсаса пысăклатнă 1000-шер тоннăллă икĕ траншейăна сенажпа силос тултарса хупланă. Хальхи вăхăтра люцернăна иккĕмĕш хут çулаççĕ. Уйра çавăн пекех куккурус çитĕнет. Утă çулнă çĕрте Юрий Яковлев механизатор вăй хурать. Владимир Демин типнĕ курăка преслать, Иван Большов стогометпа хатĕр рулонсене автомашинăсем çине тиесе парать, В.Соловьев, В.Степанов водительсем КамАЗсемпе вĕсене ферма территорине кайса пушатаççĕ. Виталий Сергеев рулонсене урана хывать.
Акционерлă общество çавăн пекех кĕр тыррисене акса хăварма çĕр хатĕрлессипе тимлет. Пĕр чăрмав пур: обществăн çĕр лаптăкĕсем тĕрлĕ çĕрте, сапаланчăк. Çавна пула техникăна вырăнтан вырăна хăвалама тивет. Тырă хакĕ йÿнĕ пулни те пăшăрхантарать.
Источник: "Ял ĕçченĕ"