АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çăмăлттайлăха каçармасть (Правопорядок)

07 августа 2009 г.

Юлашки вăхăтра районти çул-йĕр инкекĕсенче çынсем тăтăш вилме тытăнни пăшăрхантарать. Инспекторсен инкеке регистрациленипе тата айăплисене явап тыттарнипе кăна çырлахмалла мар, çул çинче ытларах пулса инкексене сирсе яма тăрăшмалла, йĕркене пăсакансене çирĕпрех явап тыттармалла пек туйăнать.
С.Сергеев. Тăвай ялĕ.
 
Август пуçламăшĕ тĕлне район территорийĕнче 10 çул-йĕр инкекĕ пулнă, вĕсен вăхăтĕнче 6 çын вилнĕ, 13 çын аманнă. Шутласассăн, кашни инкек тенĕ пек вилĕмпе вĕçленнĕ.
Тишкерсен, çакна калама пулать. Çул-йĕр инкекĕсем водительсем руль умне ытларах ÿсĕрле ларнипе, хăвăртлăх режимне пăхăнманнипе тата çуран çÿрекенсен айăпĕпе пулаççĕ. Акă Чутейрен тухса каякан çул çинче кÿршĕ район хĕрарăмĕ ÿсĕр выртнă. Ун çине автотранспорт хатĕрĕ пырса кĕнĕ, вилмелле амантнă. Çавăн пек тĕслĕх Енĕш Нăрваш ялĕнче те пулнă. Унта автотранспорт кустăрми айне урамра выртакан арçын лекнĕ.
Автотранспорт хатĕрĕ çаврăнса ÿкнипе 5 çын пурнăçĕ татăлнă. Иртнĕ уйăх вĕçĕнче Енĕш Нăрваш ялне пырса кĕнĕ çĕрте 25 çулхи водитель хăйĕн “Газель” автобусĕпе кювета анса кайса йывăçсем çине пырса тăрăннă, водитель вилнĕ.
Аварисем ытларах 20–35 çулсенчи çамрăксем хушшинче пулаççĕ. Нумаях пулмасть Тăвай – Эльпуç çулĕ çинче пысăк хăвăртлăхпа пыракан автомашина хирĕç килекен автомашина çине кĕрсе кайнă. Инкекре 4 çын аманнă.
Кăçалхи 7 уйăхра çул-йĕр правилисене пăснăшăн 2489 водителе явап тыттарнă, вĕсенчен 71-ĕшне – руль умне ÿсĕрле ларнăшăн, 996 водителе – хăвăртлăх режимне пăхăнманшăн. 57 çыннăн водитель удостоверенийĕпе сывпуллашма лекнĕ. 16 водителе çул çине правасăр тухнăшăн арестленĕ, вĕсен хушшинче çул çÿреме ирĕк паракан удостоверение маларах туртса илнĕ çынсем те çук мар.
Çул çитмен çамрăксене, ÿсĕр тата права çук çынсене автомашина рульне шанса пама юрамасть. Автомототранспорт хатĕрĕ йĕркене пăсакан водительпе пассажирсен пурнăçĕшĕн кăна мар, çуран çÿрекенсен умне те хăрушлăх кăларса тăратать. Çавăнпа куçăма хутшăнакан пур çыннăн та çул çинче уйрăмах тимлĕ пулмалла.
 
РЕДАКЦИРЕН: Пĕр енчен пăхсан, ГИБДД сотрудникĕсем çул-йĕр йĕркисене пăсакансене хирĕç кĕрешĕве вăйлатнă пек курăнать, явап тыттарнин хисепĕ ÿснĕ. Çавах та пысăк инкексен – вилĕмпе, йывăр суранланнипе вĕçленекеннисен шучĕ те нихçанхинчен пысăк. Профилактика ĕçне тата анлăрах туса пыни, йĕркене пăсакансене çирĕпрех явап тыттарни кирлĕ мар-ши; Район центрĕнче те автомашинăпа “çил пек” вĕçтерсе пыракансене, вырăнтан “кенгуру пек тапса сикекенсене” тăтăш курма пулать. Çул çăмăлттайлăха юратмасть, хăçан та пулин çав çăмăлттайлăх инкекпе вĕçленет. Йĕркене пăсассине хăнăхса пымалла мар, вăхăтра тĕрĕс хак памалла.
Тата халăхра законпа йĕркелĕх пуриншĕн те пĕр пулмалла.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика