07 августа 2009 г.

Тăвай районĕн чысне хÿтĕлекен ветеран-футболистсем республика чемпионатне япăх мар хутшăнаççĕ. Вĕсем 2–3 çухату тÿснине пĕртте такăнни вырăнне хурас килмест. Тепĕр чух спортра вăйă кайманни те, унăн результачĕ çине судьясем витĕм кÿни те пулать. Çавах та тăвайсем пуçа усмаççĕ, вĕсем чемпионат тăршшĕпех малтисен шутĕнче пыраççĕ. Район чысне Тăвай, Тăрмăш, Тĕмер, Пуянкасси, Канаш футболисчĕсем хÿтĕлеççĕ.
Иртнĕ шăматкун пирĕн пата лидерсенчен пĕри – Ишлейри “Звезда” килеймерĕ, вĕсем 0:3 шутпа выляса янă шутланать. Хальхинче тăвайсем Шупашкарта “Ровесникпе” тĕл пулаççĕ. Футбола юратакансен ячĕпе ветерансене ăнăçу сунатпăр, ÿлĕм те пире хăвăр ăсталăхăрпа савăнтарăр.
Сăн ÿкерчĕкре: районти футбол ветеранĕсен команди.
Источник: "Ял ĕçченĕ"