АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурт-йĕр – пурнăç никĕсĕ (Строительство)

07 августа 2009 г.

Çурт-йĕр – пурнăç никĕсĕ (Строительство)

Пурнăç – пĕр-пĕтĕмĕшле стройка. Епле илемленеççĕ хуласем. Ĕлĕкрех, совет саманинче, кашни колхозпа совхозра та, кашни ялта тенĕ пек строительство ĕçĕсем пынă: çурт-йĕр, культурăпа йăла, производство объекчĕсем çĕкленнĕ, строительствăпа монтаж ĕçĕсем тунă. Халĕ Тăвайра пĕртен-пĕр “Янтиковская” МСО строительство организацийĕ валли те пысăк калăпăшлă ĕçсем çитсех каймаççĕ. Çапах та ăçта строительство пырать, унта – малашлăх.
Йывăр килсен те, ялсенче çурт-йĕр çавăракансем халĕ те çук мар. Акă Эльпуç ялĕнче пултăмăр ку эрнере. Вырăнти ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Н.Ефимов Эльпуçĕнче 229 кил хуçалăх шутланса тăнине каларĕ. Ку вăл хут тăрăх. Вĕсенчен хĕрĕхĕшĕ пушă иккен. Тепĕр вун саккăрăшĕпе дача вырăнне усă кураççĕ. Ял тăрăх пынă майăн, куç умне хăтлă е вăтам кил-çуртсемпе, çимĕçлĕ-чечеклĕ пахчасемпе пĕрлех юхăннă хуралтăсемпе çум курăк пуснă паçмасем те курăнаççĕ. Ырри чуна ăшăтать, начарри шухăшлаттарать. Çапла пĕрре чуна шăнтса, тепре ирĕлтерсе Сергей Николаевич Моисеевсен кил-çурчĕ патне çитрĕмĕр. Вĕсен икĕ пÿрт: киввинче, йывăççинче, ашшĕ-амăшĕ килĕнчен уйрăлса тухнăранпа пурăнаççĕ, тепĕрне кирпĕчрен халĕ тăваççĕ. Тăррине профнастилпа витнĕ. Чÿречисене лартма рамăсем тутарса хунă. Патшалăх вĕсене çамрăк çемьесене пулăшмалли федераллă программăпа килĕшÿллĕн субсиди те парса пулăшнине каларĕ Эльпуç ял поселенийĕн пуçлăхĕ Владимир Никифорович Ефимов.
Моисеевсем çуртне малалла тăваççĕ. Мачча пĕренисене хунă. Уратасем вырăнне швеллерсем янă, вĕсем çине пăрăссем вырнаçтарнă.
Кил хуçи Сергей Николаевич Тăвайри пушар чаçĕнче водительте ĕçлет, арăмĕ Канаш хулинче медицина енĕпе тăрăшать. Эпир пынă чухне килĕнче ачисемсĕр – Настьăпа Таньăсăр пуçне никамах та пулмарĕ. Вĕсем пирĕнпе çенĕке тухсах калаçрĕç. В.Ефимов каланă тăрăх, хĕр ачасем юрлама питĕ ăста имĕш.
Ипотека кредичĕ илсе çурт-йĕр çавăрнă Степановсем икĕ хутлă çĕнĕ кирпĕч çуртра виççĕмĕш çул пурăнаççĕ иккен. Владимир Михайловичпа Алина Николаевна иккĕшĕ те чукун çул çинче проводникре. Икĕ ывăл ÿсет çамрăк мăшăрăн.
Çурчĕ илемлĕ, ятуллă, пăхма кăмăллă. Вăл çут çанталăк газĕпе ăшăнать. Пÿртĕн мал енне мансардăллă тунă, кантăкран тунă пайсем, чÿречесем илем те уçăмлăх кÿреççĕ.
Эпир пынă чухне нимеччĕ вĕсен – мунча тăваççĕ.
Ленин урамĕнче пурăнакан Колоколовсен (Фаина Александровнапа Юрий Степановичăн) килĕ-çурчĕ кермен пек. Кил хуçи хăй художество ăсти пулнă май, çурчĕ те ынатлă, хăтлă, илĕртÿллĕ пулса тухнă. Çурт дизайнĕ, ахăртнех, ку чухнехи пурнăçпа малашлăх фантазине пĕрлештерет.
Çуртăн фасачĕ çине çÿле Тулчук урамĕ – 23, Ленин урамĕ – 23 тесе курăнмалла çырса хунă.
Сăмах майăн асăнсан, Колоколовсен ывăлĕ те ашшĕ-амăшĕнчен инçех мар икĕ хутлă пысăк, капмар та илемлĕ çурт туса лартнă. Унта та ашшĕн эстетика курăмĕн витĕмĕ сисĕнет.
Эльпуçĕнчех Андрей Валентинович Харитоновсем те кирпĕчрен çурт лартаççĕ. Юлташĕсем, ниме çыннисем, хĕрсе ĕçлеççĕ, маччалăхсем хатĕрлеççĕ. Çурчĕ пĕчĕк мар – лаптăкĕпе вун пĕре вун иккĕ, терĕç.
Тăвайри пĕрлехи заказчик дирекцийĕнче проект тăвакансен ушкăнĕнче инженерта тăрăшакан Евгений Михайлович Дмитриевсен кирпĕчрен тăпкăл-тăпкăл туса пĕтернĕ пĕр хутлă çурчĕпе те паллаштарчĕ пире вырăнти ял поселенийĕн пуçлăхĕ. Ăна тума çамрăк мăшăра патшалăх субсиди парса та пулăшнă.
Икĕ ача Дмитриевсен. Мăшăрĕ халĕ кĕçĕннине пăхать.
Çапла, хамăр пултарнă таран кашниех пăртакçă строитель эпир. Пурнăç хăтлă та тăнăçуллă пултăр тесе тăрăшатпăр, вăл ĕçпе, мирпе те юратупа, пĕр-пĕрне ăнланнипе çирĕп никĕсленсе тăтăр тесе тимлетпĕр. Хамăр пурнăçа тăваканĕ те хамăрах эпир, чунпа та, ĕçпе те строитель.
Пÿрт-çурт çавăрма, хваттер туянма çăмăл мар хальхи условисенче. Анчах кашни çемьенех çурт-йĕр, хваттер пулма тивĕç.
Çитес вырсарнире – Строитель кунĕ. Çак уявпа чăн-чăн строительсене те, стройкăра вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнисене те, харпăр хăй валли пÿрт-çурт лартакансене те иксĕлми вăй-халпа хастарлăх, ăнăçусем сунас килет.
 
Сăн ÿкерчĕкре: Колоколовсен керменĕ.
А.НИКИТИНА сăн ÿкерчĕкĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика