АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чемпионат вĕçленчĕ, малашлăх шанăçĕ пĕтмен (Спорт)

04 августа 2009 г.

 Июлĕн 23–26-мĕшĕсенче Шупашкарти “Олимпийский” стадионра çăмăл атлетикăпа Раççей чемпионачĕ иртрĕ. Чăваш спортсменĕсемшĕн вăл медальсенчен тухăçлах пулаймарĕ пулин те, ăмăртусене çÿллĕ шайра йĕркеленине палăртаççĕ специалистсемпе хăнасем. Республика команди 3 бронза медаль çĕнсе илсе 8-мĕш вырăна тухма пултарнă. Икĕ медалĕ – 22 çулхи Степан Киселевăн (Шупашкар). Вĕсене вăл 10000 тата 5000 метрлă дистанцисенче тивĕçнĕ. Виççĕмĕш медаль – сăнă ывăтакан Марина Максимова шучĕ çинче Чăваш Енри спорт аталанăвĕн историйĕнче ку пĕрремĕш хут.
Пирĕн спортсменсен кăтартăвĕсем çÿллĕ шайра мар пулин те, ытла пăшăрханмаллиех çук, пĕлтернĕ республикăн спорт министрĕ А.Николаев. Унăн шучĕпе халĕ спортсменсен пĕр ăрăвĕ тепринпе ылмашнă вăхăт, кăтартусем малашне пулаççех, палăртнă вăл.
Çак уйăхра, августăн 15–23-мĕшĕсенче Берлинта çăмăл атлетикăпа тĕнче чемпионачĕ пулать. Çĕршывăн пĕрлештернĕ командине Чăваш Республикин 5 спортсменне кĕртнĕ. Вĕсен шутĕнче Петр Трофимов, Лариса Емельянова, Вера Соколова хăвăрт утакансем тата Светлана Захаровапа Алевтина Биктемирова марафонкăсем.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика