04 августа 2009 г.
Людмила Елизаровна Маршева сутуçă тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн потребобществăра хуралта тăрăшать халь. Тăваттăн вăй хураççĕ вĕсем (В.Иванова, В.Мюресов, Ю.Семенов), пĕр кун ĕçлесе виçĕ кун канаççĕ.
–Манăн анне, Мария Осиповна Васильева, Эльпуçĕнчи суту-илÿ çуртĕнче нумай çул хушши вăй хунă. Эпĕ çиччĕмĕш класра пĕлÿ илнĕ чухнех сентре умне тăнă. Вĕренсе пĕтерсен никам та мар, сутуçах пулма шутларăм. Пенсие тухичченех ĕçлеме тÿр килчĕ потребобщество системинче. Халĕ те уйрăлас килмест юратнă коллективран, хуралта ĕçлетĕп, кĕçех утмăла çитетĕп ĕнтĕ, – ăшшăн калаçать Л.Маршева.
Унăн хĕрĕсем, Анжелăпа Оксана, амăшĕ пек сутуçăра тăрăшаççĕ. Лена ятлă мăнукĕ те ĕç династине малалла тăсать, кооператив техникумĕнчен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă, ĕçлеме пуçланă.
Источник: "Ял ĕçченĕ"