АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уйри ĕçсенче (Сельское хозяйство)

04 августа 2009 г.

“Красная Чувашия” ял хуçалăх кооперативĕнче те тырă пуссине комбайнсем ÿкнĕ. Анчах çĕнĕ тырра çапса тĕшĕлеме тытăнайманччĕ-ха иртнĕ эрнере, кĕрхи тулла, çумкурăклă пулнăран, кушăхтарма çулса пăрахатчĕç. Петр Герасимовпа Владимир Павлов Е-302 тата СК-5 “Нива” комбайнсемпе пурнăçлатчĕç çак ĕçе. Тырра çапса тĕшĕлемелли комбайнсене вара хуçалăхра малалла юсаса хатĕрлетчĕç. Вĕсем – виççĕ. Унччен, паллах, нумайрах пулнă. Вăхăт çитсен, кушăхнă тырра ана çинче вырттармĕç, çапса илме тăрăшĕç, йĕтеме çĕнĕ тырă кĕрĕ. Кунта ăна ĕçлесе тирпейлеме хатĕр. Пĕрлех тырра вăрлăхлăх сортласа хатĕрлесен те лайăх пулмалла.
Хуçалăхăн ĕнесем чылай. Ĕнисем пур япала пăрушĕсем те çук мар ĕнтĕ. Çавăнпа хĕл каçа выльăх апачĕ сахал мар кирлĕ. Хальхи вăхăтра хуçалăхра сенаж хывасси малалла пырать.
Çурла уйăхĕ – кĕр аки вăхăчĕ те. Уйăхăн иккĕмĕш çурринче çĕр ĕçлекенсем кĕрхи тĕш тырă культурисем акса хăварма тытăнĕç. Хальлĕхе енĕшнăрвашсен çакна валли çĕр хатĕрлени 40 гектар пуррине пĕлтĕмĕр. Иртнĕ çулхине пăхсан, вĕсене кăçал та çитес çулхи тухăç валли сахалах мар акса хăварасса шанма пулать. Малтанхи лаптăксене акма куçса пыракан фондри вăрлăх та пур. Вĕсен пахалăхне тĕрĕслеттернĕ, хăшĕ мĕне юрăхли паллă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика