31 июля 2009 г.
Республикăра “Мăкăнь” акци юпа уйăхĕн 31-мĕшĕччен тăсăлать. Унăн тĕллевĕ – наркотикла чĕр тавара палăртасси тата ăна сарассинчен сыхланасси.
Федерацин наркотĕрĕслев службин Чăваш Енри управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх икĕ уйăхра (çу уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 9-мĕшĕччен) республикăра наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕ тĕлĕшпе 79 преступление шута илнĕ, 68 уголовнăй ĕç пуçарнă, 40 га наркотикла ÿсен-тăран, мăкăнь тата кантăр тупса палăртнă.
Çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Йăлăмкас ялĕнчен инçех мар 900 кантăр тĕмми (5 га) асăрханă. Унран марихуана хатĕрлеççĕ. Кĕрхи уй-хир ĕçĕсем хыççăн кантăр вăрлăхне кунта ятарласа хăварнă пулĕ тесе шухăшлаççĕ наркополицейскисем. 50 кг çак ÿсен-тăрана тĕп тунă.
Кăçалхи июль уйăхĕнче хамăр районти Çăлпуç ялĕнче уйрăм çын килĕнче типĕтнĕ мăкăнь тупнă, ку тĕлĕшпе уголовнăй ĕç пуçарнă. Çу кунĕсенче çавăн пекех хуçасăр паçмасенче ытти çум курăк хушшинче темиçе тĕм мăкăнь çулса тĕп тунă тĕслĕхсем пулнă. Асăрхаттаратпăр, пахчасенче ятарласа наркотикла чĕр тавар лартса ÿстернĕшĕн законпа явап тыттараççĕ. Енчен те эсир уйрăм çынсем çÿллĕ картасем хыçĕнче е ытти çĕрте мăкăнь е кантăр ÿстернине асăрхасан шалти ĕçсен районти пайне пĕлтерме ыйтатпăр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"