31 июля 2009 г.
Тăрмăш – районти чи пысăк ялсенчен пĕри. Пысăк ялăн нушисем те пысăкрах, тумалли ĕçĕ те ытларах. Акă иртнĕ эрнере ял депутачĕсен черетлĕ ларăвĕнче те чылай ыйту пухса тухрĕç. Ялти çул-йĕре юсасси, харпăр хăй пурăнакан, общество вырăнĕсене тасатса-тирпейлесе, санитари тĕлĕшĕнчен таса тытасси, ялти культура çуртне юсасси тата ыт.те.
Татьяна Ялугина çынсен ăнланулăхĕпе пуçарулăхĕ ÿснине палăртрĕ. Хăйне депутат пулма шаннă 4-мĕш округри суйлавçăсем ыйтнипе те, хăй енчен те урамра çÿп-çап тăкмалли пĕр контейнер çеç лартни çителĕксĕррине тата тулса ларнă савăтсене вăхăтра илсе тухмаллине пĕлтерчĕ.
Яла пырса кĕнĕ çĕрти тĕп урамра транспорт куçăмĕ вăйлă. Çуран çÿрекеншĕн, уйрăмах ача-пăчашăн хăрушлăх кăларса тăратать. Хăвăртлăха чакарма Тăрмăшри ача сачĕ тата шкул умне мăкăрсем (”выртакан полицейски” теççĕ ăна халăхра) тума сĕнчĕ Татьяна Васильевна. Пиллĕкмĕш çул депутат пулма шанаççĕ ял çыннисем ăна. Хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе, кирек мĕнле ĕçе те яваплăха туйса тунипе çĕнсе илнĕ вăл ял-йыш чыс-сумне. Кирек кампа та пĕр чĕлхе тупать Татьяна. Унăн пуçарăвĕпе кăçалхи çимĕк умĕн ял масарне тирпей-илем кÿме çынсем нумайăн тухрĕç. Ял-йышпа канашласа йывăç лартмалли, урамсене, кил умĕсене тирпей-илем кĕртмелли субботниксем йĕркелерĕ. Ял çыннисене спорт ăмăртăвĕсене массăллăн явăçтарассине хăйĕн тивĕçĕ вырăнне хурать.
“Чи таса кил-çурт”, “Чи таса урам”, “Чи лайăх кил хуçалăх” конкурссем ирттерес, çĕнтерÿçĕсене палăртас ĕçсене хастар хутшăнать. Ял уявĕсене ирттерессине те йăлана кĕртнĕ, кунта та Т.Ялугинан тÿпи пĕчĕк мар.
“Вăхăт çук, пултараймастăп, кирлĕ мар” сăмах çук уншăн. Ялта авторитетлă. Чунĕ вĕресе тăрать пĕрлехи ĕçшĕн. Вăхăтра тăвасчĕ тет”,–терĕ ун пирки ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Разин.
Ертсе пырас ăсталăхне кура ăна “Единая Россия” политика партийĕн Тăрмăшри пуçламăш организацийĕн секретарĕ пулма шаннăччĕ. Кăçал та, çиччĕмĕш çул ĕнтĕ, ялти хĕрарăмсен канашĕн председательне, нумаях пулмасть районти хĕрарăмсен конференцийĕнче Татьяна Васильевнана Шупашкара съезда кайма делегата суйларĕç.
Ялти культура çурчĕ çумĕнче “Кил хуçи хĕрарăмĕ” (ертÿçи С.Спиридонова), “Ăста алăсем” (Н.Семенова) кружоксем йĕркеленĕ. Тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме, ал ĕçĕсем тума вĕрентеççĕ вĕсенче. Нина Григорьевна фольклор ушкăнĕ валли туй хатĕрĕсем туса-тĕрлесе пачĕ. Е.Иванова кружока çÿресех хушпу тума вĕреннĕ.
“Хĕрарăмсем вĕт шăрçапа "бисерпа" ĕçлеме кăмăл пуррине шута илсе ялти шкулта вĕренекен маттур хĕрсене – О.Ивановапа Г.Егорована занятисем ирттерме ыйтрăмăр. Тăрăшсан теме те вĕренме пулать, хăнăхса çитрĕç ку ăсталăха та”,– каласа парать ял депутачĕ.
Тăрмăш ялĕнче 1962 çулта çуралнă вăл. 8 класс хыççăн Канашри медучилищĕре медсестра профессине илнĕ хыççăн икĕ çул тĕп хулара çитĕнсе çитмесĕр çуралнă ачасене пăхакан уйрăмра ĕçленĕ. Коллективра вăр-вар, ĕçе тĕплĕ тума тăрăшакан хĕре тÿрех асăрханă. Пĕр çул ĕçлесенех Хисеп грамоти илме тивĕçнĕ, “Чи лайăх медсестра – 1981” ята çĕнсе илнĕ.
Ялти маттур каччăпа Валерий Ялугинпа пĕрлешнĕ хыççăн тăван тăрăха таврăннă. Мăшăрĕ Канашри чукун çул вокзалĕнче водительте ĕçлет. Туслă мăшăр 3 ывăл пăхса ÿстернĕ. Çĕртме уйăхĕнче пĕр ывăлне авлантарчĕç, уйăхранах тепĕр туй кĕрлеттерчĕç. Малтан кÿршĕ ялти фельдшер пункчĕн заведующийĕнче тăрăшнă вăл, хирурги уйрăмĕн медсестринче чĕрĕк ĕмĕре яхăн ĕçлет. Чирлисемпе тимлĕ те сăпайлă. Кунта выртакансем Таня дежурствăна килессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. “Больницăра ĕçлемех çуралнă. Алли çăмăл унăн. Сурана çыхса янă хыççăн ыратни те иртсе кайнă пек туйăнать, унпа ăшшăн калаçнă хыççăн чун-чĕре уçăлать”,– теççĕ.
Татьяна Васильевна депутат тивĕçне яваплăха туйса пыни калаçăвĕнчен те уççăн палăрчĕ.
–Тăххăрăн юлтăмăр. Çак кунсенче чи маттуррине, чи харсăррине, А.С.Антонова, çухатрăмăр. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ ялта чиркÿ тăвассишĕн чун хавалне пачĕ. Ăста артистсăр культура çурчĕ те пушанчĕ. Ял пурнăçне лайăхлатассишĕн сывлăхне те хĕрхенмерĕ. Чăн-чăн патриотчĕ,–терĕ Т.Ялугина.
Вырăнти влаç йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесемпе, право йĕркине пăсакансемпе мĕнле ĕçленипе интереслентĕмĕр. Ку енĕпе ятарлă комисси йĕркеленĕ. Тăрмăш ялĕ Канаш хулипе çывăх вырнаçнă май преступлени тунă тата йĕркелĕхе пăсас сĕмлĕ çынсемпе ăнлантару ĕçне ытларах туса пымалла. Çавна май вĕсем çумне кашни депутата çирĕплетнĕ.
–Татьяна Васильевна, профилактика ĕçне мĕнле йĕркелесе пыратăр тата ял пурнăçĕнче сире пуринчен ытларах мĕн пăшăрхантарать;
– Право ыйтăвĕпе çыхăннă ыйтусене депутатсен ларăвĕнче пăхса тухатпăр. Çынсене хăйсене те чĕнсе калаçатпăр. Ку çеç çителĕксĕр, паллах. Çав çемьсем патне килне кайса, вĕсем мĕнле пурăннипе, ачисем мĕнле лару-тăрура ÿснипе интересленни пĕлтерĕшлĕрех тесе шухăшлатăп. Тепĕр-тепĕр çемьере, ашшĕ е амăшĕ ĕçлейменнипе ачисене тумтир таврашĕ те илсе параймаççĕ. Депутатсене çирĕплетсе панă çемьесен пурнăçĕпе паллашнă хыççăн ялта “Ыр кăмăллăх” акцийĕ ирттерме шухăшларăмăр. Кĕпе-тумтир, атă-пушмак е ытти япала пухма пулăшу фончĕ йĕркелес терĕмĕр. Л.Андреева библиотекарь ялти вулавăшра çав тĕллевпе кĕтес уйăрса пачĕ,– пĕлтерчĕ Т.Ялугина.
Депутат ялта çĕрлечченех эрех-сăра сутнипе ниепле килĕшме пултараймасть. Çакă çамрăксене тÿрĕ çултан пăрать. Каçхи рейдсем вăхăтĕнче те хăш-пĕр чухне çамрăксем обществăлла вырăнсенче ÿсĕр пулнине, клубра дискотека вăхăтĕнче харкашма хăтланни çинчен каларĕ.
“Ял депутачĕсĕр пĕр уяв-концерт та иртмест. Пирĕн Татьяна пĕр пуçăнать те ĕçе вĕçне çитерет”,– кăмăллăн пĕлтерчĕ ялти культура çурчĕн ĕçченĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Е.Матросова.
Ĕçне кура – хисепĕ. Кăçал республикăри муниципаллă тытăмĕн Канашĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçĕнче хастарлăх кăтартнăшăн Т.Ялугинана “Республикăри чи лайăх общественник” ятпа чысланă.
Источник: "Ял ĕçченĕ"