31 июля 2009 г.
Пушар сăлтавĕсене тишкерекен специалистсем пирус туртакансен айăпĕпе те вут-кăвар сахал мар тухнине палăртаççĕ. Çакăнпа килĕшмесĕр тăма çук, паллах. Ÿсĕр çын вырăн çинче пирус туртса выртнă хушăрах çывăрса каять. Пирусĕ аллинчен е çăварĕнчен тухса ÿкет те, тепĕр самантран çав вырăнта мăкăрланма тытăнать... Кунашкал тĕслĕхсем пурнăçра сахал мар пулнă. Е тепри-тепри пирус тĕпне сÿнтермесĕрех вăркăнтарса хăварать, вăл вара, майлă çĕре ÿксе, амаланма тытăнать, тепĕртакран унран пушар тухать.
Мĕншĕн çыратăп-ха эпĕ çак йĕркесене; Пушар пысăк та хăрушă инкек, вăл пирĕн тимсĕрлĕхе каçармасть. Кайран вара чавса çывăх та çыртма çук. Анчах пирус туртакансенчен хăшĕ-пĕри çакăн пирки, ахăртнех, шухăшласах каймасть. Çакна çирĕплетме хам курнă пĕр тĕслĕхе илсе кăтартăп. Вăл виçĕ-тăватă кун каяллахи тĕслĕх. Пĕр пÿртрен çамрăксем шакăлтатса тухрĕç те хÿме çÿмĕпе урамалла утаççĕ. Вĕсенчен пĕри пынă çĕртех пирус тĕпне çывăхри çурт еннелле вăркăнтарчĕ. Лешĕ, стенана çапăнса, ун çумне пĕртак кăна купаласа хунă типĕ курăк çине ÿкрĕ, кăштахран мăкăрланма тытăнчĕ. Юрать-ха çуртăн стени кирпĕчрен, юрать-ха ăна çийĕнчех сÿнтерекен пулчĕ. Тепĕр-тепĕр çĕрте вĕт-ха çакăнтан пушар тухса кайма та пултарнă. Çавăнпа та пурнăçра май пур таран тимлени, асăрханни, сыхланни кирлĕ. Унсăрăн шар курасси те инçетре мар авă.
Источник: "Ял ĕçченĕ"