АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕм çултан тĕлпулу (Общество, образование)

31 июля 2009 г.

Таврара илемлĕ кĕвĕ янăрать. Шкул сукмакĕпе яшсемпе хĕрсем пĕр çĕрелле пухăнаççĕ. Халь шкулта вĕренекенсем мар, çирĕм çул каялла алла аттестат илсе тухса кайнă выпускниксем пулчĕç вĕсем. Эльпуç шкулне пĕр-пĕринпе тĕл пулма, иртнĕ вăхăта аса илме пухăннă. Ун чухне икĕ класра 46 ача вĕреннĕ. Надежда Николаевна Игнатьевапа Николай Семенович Семенов учительсем класс руководителĕсем пулнă. Паян та вĕсем хăйсен юратнă вĕренекенĕсемпе пĕрле. Тĕлпулура çав вăхăтра шкул директорĕнче ĕçленĕ Василий Николаевич Игнатьев та пур.
Çирĕм çул каялла Эльпуç шкулне пĕтернисем Мускавран, Тверь облаçĕнчен, Шупашкартан тата ытти хуласенчен ятарласа çитнĕ.
Пухăннисем шкул пурнăçне тепĕр хут куç умне кăларчĕç. П.А.Никифоров учитель ертсе пынипе районти нумай ялсенче “Ылханлă йăх” спектакле лартнине, тĕрлĕрен уявсенче концертсемпе халăх умне тухнине, Чĕмпĕр, Шупашкар хулисене, Шуршăл ялне тата ытти çĕре экскурсие çÿренисене, субботниксене хутшăннисене аса илчĕç.
“Н.С.Семенов ертсе пынипе шкулта пуканесен театрĕ ĕçлетчĕ. Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсенче хамăр хатĕрленĕ юмахсене, пĕчĕк постановкăсене кăтартаттăмăр”, – терĕ Чăваш Енре паллă эстрада юрăçи, журналист Григорий Вакку.
Пухăннисем З.Д.Васильева, А.И.Иванов, З.М.Михайлова, Ю.И.Васильев, М.Л.Владимирова, В.Г.Гурьев, П.А.Никифоров, Ф.А. Колоколова, В.Н.Игнатьев тата ытти учительсене, класс руководителĕ пулнă Н.Н.Игнатьевапа Н.С.Семенова çĕре çити пуç тайса тав сăмахĕ каларĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика