АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тата тепĕр медаль хушăнчĕ (Общество)

28 июля 2009 г.

Тата тепĕр медаль хушăнчĕ (Общество)

Нÿшкассинчи Василий Павлович Павлова районта пĕлмен çын та çук пулĕ. Тĕрлĕ орденсемпе медальсен кавалерĕ, икĕ хутчен Çĕнтерÿ парадне хутшăннă. Мăшăрĕпе Анна Петровнăпа ĕмĕр тăршшĕпех тăван шкулта ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçе панă. Нумай çул хушши Эльпуç шкул директорĕнче ĕçленĕ.
Иртнĕ эрнере Василий Павлович кăкăрĕ çине тепĕр медаль хушăнчĕ. Беларуç Президенчĕ Александр Лукашенко Указĕпе “Беларуçь Республикине нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларнăранпа – 65 çул” юбилей медалĕ кăларнă. Пирĕн районтан ăна 10 çынна панă. Василий Павловича юбилей медалĕ панă ятпа район администраци пуçлăхĕн çумĕ В.Шакров, Эльпуç ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Ефимов тата Эльпуçĕнчи вăтам шкул директорĕ В.Груздев саламларĕç, ăнăçу, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕç.
Эльпуç ял поселенийĕнчен çак медале Дарья Григорьевна Андреева "Эльпуç", Александр Иванович Иванов "Çĕнçырма" илме тивĕçлĕ пулчĕç. Тайма пуç сире, ветерансем!
П.НИКИФОРОВ.
Сăн ÿкерчĕкре: район пуçлăхĕн çумĕ В.Шакров вăрçă паттăрне В.Павлова медаль панă вăхăтра.
х х х
Тăвай районĕнчен çавăн пекех юбилей медальне çак ветерансем тивĕçнĕ: Н.М.Яклашкин, Н.Г.Богатырев (иккĕшĕ те Чутей), В.В.Пермякова (Тăвай), Я.Т.Терентьев (Тенеялĕ), А.И.Антонова, П.Ф.Зайцев (иккĕшĕ те Çĕнĕ Пуянкасси), Н.И.Волков (Киччĕ). Наградăсене савăнăçлă лару-тăрура пама район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕсем Г.Я.Гавриловпа В.Я.Шакров, ĕçсен управляющийĕ В.И.Ильин хутшăннă.
Ветерансем Беларуç Республикин ертÿçине хăйсене çапла чыс-хисеп тунăшăн ăшшăн тав тунă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика