28 июля 2009 г.

Тушкилти вăтам шкулта сывлăха çирĕплетмелли лагерьте 40 ача канать. Кашни кунах тĕрлĕрен кăсăклă вăйăсем, конкурссем иртеççĕ. Ачасене Е.Ильина, Е.Васильева, О.Павлова, Л.Александрова воспитательсем хавхалантарса пыраççĕ.
Çапла асфальт çине ÿкерессипе «Кашни ÿкерчĕкре – хĕвел» конкурс пулчĕ. Лайăх ÿкерессипе Аня Шарапова, Таня Кондратьева палăрчĕç. Ыттисен ÿкерчĕкĕсем те пурте илемлĕ.
Эмел курăкĕ пухма кайнă кун та асра. Сиплĕ курăксем пухса килнисĕр пуçне çут çанталăка сăнарăмăр. Пĕр тĕлĕнтермĕш калта çамрăк чăрăш çинче пирĕнпе чылайччен “пытанмалла” вылярĕ.
«Тÿнтерле» кун пурне те килĕшрĕ. Миçе тĕрлĕ кулăшла конкурс пулмарĕ пулĕ! Тумтире тÿнтерле тăхăнтăмăр, визажистсемпе модельерсем воспитательсене те тумлантарчĕç. Слона, упăтене, тин утма вĕренекен ачана, салтака, карчăка тата ыттине те евĕрлерĕмĕр.
Тĕрлĕрен пĕлÿ конкурсĕсем те иртеççĕ. Кашни кунах спорт вăййисем вылятпăр: çăмхапа тĕл пересси, футбол, эстафетăсем, волейбол, шашистсен турнирĕ те иртрĕ.
Лагерьте пурăнма хаваслă та интереслĕ. Апачĕ те тутлă. Çакăншăн лагерь ертÿçине С.Иванована, З.Иванова, С.Серафимова поварсене тав тăватпăр.