АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виçĕ туй пулнă (Общество)

28 июля 2009 г.

Канмалли кунсенче шарсемпе, лентăсемпе капăрлатнă автомашинăсене тăтăшах курма пулать ялсенчи урамсенче. Пиклеттерсе иртсе каяççĕ мăшăрланакансемпе туя хутшăнакан тăванĕсем. Чарăнса тăрса, ырă сунса ăсатаççĕ вĕсене çынсем.
Иртнĕ шăматкун пирĕн йыша виçĕ çĕнĕ çемье хушăнчĕ. Вăтаялĕнчи А.Чернов Л.Егоровапа, Тăвайĕнчи А.Никитин Н.Гавриловапа, Енĕш Нăрвашри В.Петров А.Даниловапа мăшăрланнă. Вĕсем пурте Тăвайри культурăпа кану центрĕнче çырăннă, упăшкипе арăмĕ пулса тăнине çирĕплетекен документ илнĕ. Мăшăрсене çемье чăмăртанă ятпа ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем юлташĕсемпе пĕлĕшĕсем саламланă, телейпе юрату суннă.
Тата маларахри эрнере Тăвай енре сакăр туй пулнă. Паянхи куна кăçал пурĕ 52 çĕнĕ çемье чăмăртаннă, иртнĕ çулхипе танлаштарсан 7 мăшăр ытларах çырăннă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика