28 июля 2009 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă çынсенчен сайра кам 90 çула çитет. Тенеялĕнчи йышлă çемьере çуралса ÿснĕ, халĕ Улянкăра пурăнакан ĕçпе вăрçă ветеранĕ Илья Иванович Иванов вара иртнĕ вырсарнире 90 çул тултарчĕ.
Чăннипех пуян та мухтавлă ветеран утса тухакан çул. Йăнтăрчă шкулĕнче 7 класс пĕтернĕ хыççăн вăл Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕнĕ, икĕ курс хыççăн Шупашкарти Чăваш патшалăх институтне физикăпа математика факультетне экзаменсем тытать. Пĕрремĕш курсранах каччăсене çар службине илеççĕ. Мĕншĕн тесен 1939 çулта Гитлер Еропăра иккĕмĕш тĕнче вăрçин вучахне чĕртет. Тенеяль каччи Харьковри танк училищине вĕренме кĕме ĕмĕтленнĕ, анчах унта пушă вырăн пулманнипе ытти çĕре кайма килĕшмест. Полк шкулĕнче 10 уйăх пулеметчике вĕренет. Хăйсен ялĕнчи Федор Афоновпа пĕр казармăра выртса тăраççĕ вĕсем. Полкри ентешсенчен вăл Алексей Зайцева (Енĕш Нăрваш, фронтран урине амантса таврăннă), Александр Николаева (Çăлпуç) асра тытать. Вĕренсе тухсан, И.Иванов кĕçĕн сержанта урăх чаçе пулемет ротине куçараççĕ. Часах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланать. Малтанхи вăхăтра пирĕн çарсен йывăр çухатусемпе каялла чакса пыма тивет. Илья Иванов та Острог хули çывăхĕнче пĕрремĕш хут çапăçăва кĕрет. Ăна ураран амантаççĕ. Госпитальте сипленнĕ хыççăн бронепоезд çине лекет. Харьков, Полтава, Лисичанск, Ворошиловоград хулисем таврашĕнчи çапăçусене хутшăнать. Кĕске вăхăт Ленинградри çар училищинче артиллериста вĕренет. Курск пĕккинчи хаяр çапăçусене хутшăнать. Днепр урлă каçнă чух каллех амантаççĕ, Лаубек хули çывăхĕнче – 3-мĕш хут, хальхинче – хулпуççирен.
1945 çулхи апрелĕн 22-мĕшĕнче пирĕннисем пĕр ял çывăхĕнче нимĕçсен пĕр ушкăнне çавăрса илеççĕ. Ункăна татма тăрăшакан тăшман атака хыççăн атака пуçарать, анчах совет салтакĕсем çирĕп тăнă. И.Иванов батарейи нимĕçсен 5 танкне, 8 бронемашинине, 15 автомашинине, 150 салтакĕпе офицерне тĕп тунă, 187 нимĕçе тыткăна илнĕ. Çав çапăçури хăюлăхпа паттăрлăхшăн Илья Иванова Александр Невский орденĕпе наградăлаççĕ. Унăн кăкăрне çавăн пекех Хĕрлĕ Çăлтăр, Отечествăлла вăрçă орденĕсемпе нумай медаль илем кÿреççĕ. Вăл тĕрлĕ çĕршывсене, тĕрлĕ хуласемпе ялсене ирĕке кăларма хутшăннă.
–Пурĕ 18 çул çурă çар шинельне çирен ямарăм. Пурнăçăн чи илемлĕ вăхăтне – çамрăклăха – Тăван çĕршыва хÿтĕлес ĕçе патăм. Çавах та уншăн пĕрре те ÿкĕнместĕп, хама телейлĕ тесе шутлатăп, – тет 90 çулхи ветеран.
Аллăмĕш çулсен çурринчен вăл хăйĕн çемйипе тăван тăрăхсене таврăнать. Эльпуç шкулĕнче ачасене çар ĕçне хăнăхтарать. Унтан Йăнтăрчă шкулĕнче историпе физкультура вĕрентет, тепĕр 10 çул директорта ĕçлет. Пĕр вăхăтрах пединститутран вĕренсе тухать. Мăшăрĕпе Антонина Афанасьевнапа (Улянкă хĕрĕ) ачисене тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтереççĕ.
Çавăн пек хăюллă та паттăр салтак пулнă Илья Иванов, Тăван çĕршывăн чăн-чăн патриочĕ. 2000 çулхи майăн 9-мĕшĕ вара 81 çулхи ветеран асĕнче тепĕр паллă йĕр хăварчĕ. Çав çулхине Аслă Çĕнтерÿ 55 çул тултарнине халалланă Мускаври юбилейлă парада пирĕн районтан иккĕнтен хутшăнчĕç – 1945 çулхи Çĕнтерÿ парачĕн участникĕ Василий Павлов (Нÿшкасси) тата Илья Иванов. Телей мар-и-ха ĕнтĕ вăрçă вучĕ витĕр утса тухнă ветерана пĕтĕм тĕнче пăхакан парада хутшăнни; Телей мар-и вара вăрçă асапне тÿссе ирттернĕ çынна 90 çулхи юбилей кĕрекинче юратнă мăшăрĕпе, ачисемпе мăнукĕсемпе пĕрле ларма шăпа пÿрни;
Йăнтăрчă ял поселенийĕн пуçлăхĕ И.Хайдукова паттăр фронтовике паллă юбилейпе саламласа ырлăх-сывлăх, телей суннă май ăна поселенин Хисеп кĕнекине кĕртнине ĕнентерекен документпа парне пачĕ.
Эпир те, хаçатра ĕçлекенсем, вулакансен ячĕпе тăван районăн мухтавлă ывăлне, патриотне, харсăр обществăлла корреспондентне Илья Иванова 90 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, телейпе ăнăçусем сунатпăр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"