24 июля 2009 г.
Пурте йĕркеллĕ чухне çул çынна шанăç, хаваслăх кÿмелле. Анчах пурнăçра пур чухне те пĕр тикĕс пымасть çав, çул çинче те çавнашкал, тĕрлĕрен пулса тухать. Нумайăшĕ хамăртан килет. Акă кăçалхи февралĕн 17-мĕшĕнче ГИБДД сотрудникĕсем çул çинче Азербайджанра çуралнă, халĕ Чăваш Республикинче пурăнакан Мустафаев Шакир Алы–Оглына тытса чарнă. Вăл çăмăл машинăпа пынă, çул варрипе тÿрĕ тăсăлакан йĕре пăхмасăрах тепĕр машинăран иртсе кайнă, çул-йĕр куçăмĕн йĕркине пăснă. Инспекторсем чарсан, вăл, айăпне сирес тесе, вĕсене 1 пин тенкĕ взятка пама тăнă. Шăп çавăн чухне ярса илнĕ те ăна Канашри ОРЧ БЭП оперуполномоченнăйĕсем.
Тăвай район сучĕ çак ĕçе пăхса тухнă, РФ уголовнăй кодексĕн 73 статйине тĕпе хурса Мустафаева 2 çуллăха условно йĕркепе айăпланă. Çавăн пекех 4 уйăхлăха правасăр хăварнă.
Çапла вара çула тухсан, инспекторсене взятка парас пирки шухăшламалла мар, çул-йĕр куçăмĕн правилисене пăхăнмалла.
Источник: "Ял ĕçченĕ"