АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Киленсе итлетĕп (Связь)

24 июля 2009 г.

Чăваш радио кăларăмĕсене яланах кăмăлтан итлетĕп эпĕ. Анчах унăн эфир вăхăчĕ сахалтарахчĕ çав. Канмаллире йăмăкăн хĕрĕ килчĕ те тепĕр каналпа наци радиовĕ ĕçлеме пуçлани çинчен пĕлтерчĕ. Вăл ирхине ултă сехетрен каçхине вуннăччен пырать, терĕ. Радиона ятăмăр кăна, ĕлĕкхи чăваш юрри янăраса кайрĕ. Çамрăк чухне юрланă юрăсене итленĕçемĕн вăййа тухнă вăхăтсем аса килчĕç. Концерт хыççăн хамăр ентеш, Йăнтăрчăра çуралса ÿснĕ Н.Сидоров çырнă чăвашла спектакле те киленсе итлесе лартăм. Çĕнĕ чăваш кăларăмĕ çинчен ялта нумайăшĕ пĕлмест иккен. Халĕ куллен итлетĕп, темĕн çинчен пĕлме пулать унта. Тĕрлĕ енлĕ хатĕрлеççĕ передачăсене. Çамрăксене ăçта вĕренсе рабочи специальноçĕ илме май пуррине те пĕлтереççĕ. Килте кушак пур та, пĕринче тата çак чĕр чун çинчен хатĕрленĕ передачăпа кăсăклансах паллашрăм. Пире, ватă çынсене, ытларах тĕрлĕ чир-чĕртен халăх меслечĕпе сиплемелли канашсем интереслентереççĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика