24 июля 2009 г.
Урапана хĕлле, çунана çулла хатĕрлеме хушнă ваттисем. Шупашкарти “Веста” организаци (директорĕ Петр Петрович Иванов) ĕçченĕсем тата хамăр ялти Александрпа Дмитрий Катяковсем тăрăшнипе Тĕмер шкулĕнче столовăй, спортзал, классен тăррине менокромпа витсе хупларĕç. Ĕçлекенсем объектри ĕçе вăхăтра вĕçлерĕç. Унччен, çумăр вăхăтĕнче стенасем тăрăх шыв юхса тертлентеретчĕ. Коллективри арçынсен вăйĕпе шкул автобусĕ валли гараж юсарĕç, çĕнĕ хапха лартрĕç.
Пушартан сыхланас тĕллевпе кивĕ йывăç хуралтăсене шкул ачисемпе кунта ĕçлекенсен вăйĕпе сÿтсе тирпейлерĕç.
Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă шкулта 6 çын ĕçлет (вĕсенчен иккĕшĕ – Кармалта). Н. Якуркина, С.Кузнецова, Н.Иванова, Ф.Еремеева, Л.Гладкова, Э.Соколова тирпей-илем кĕртес, юсас ĕçĕсенче вăй хураççĕ.
Столовăйĕнче те юсав ĕçĕсем пуçланнă ĕнтĕ. Центртан янă бригада пурнăçлать унти ĕçсене.
“Вĕрентÿ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, ОБЖ кабинечĕ ĕçпе кăтарту хатĕрĕсемпе пуянланчĕ. Пĕрремĕш хут пĕлÿ çуртне килекенсен те кăмăлĕсем аван пулĕç. Вĕсем валли çĕнĕ сĕтел-пукан кÿрсе килнĕ.
Çĕнĕ вĕренÿ çулне кирлĕ шайра кĕтсе илме нумай вăй хума тивет А.Николаева шкул директорĕпе хуçалăх пайĕн заведующийĕн Г.Катякован. “Юсав ĕçĕсем тата маларах та пĕтмелле, пĕлÿ кунне иртерех те хатĕрленсе çитермелле, анчах та укçа-тенкĕ çитменни кансĕрлет”, – пăшăрханаççĕ ертÿçĕсем.
Источник: "Ял ĕçченĕ"