24 июля 2009 г.

Хуçалăхсенче хĕрÿ вăхăт. Обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрленипе пĕрлех вырма ĕçĕсем сарăлаççĕ. Кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлессипе те тимлемелле. Ку ĕçе “Акконд-агро фирма” обществăра, “Шимкусский” ЯХПКра аван йĕркеленĕ “Акконд-агро фирма” кăçал 500 гектартан кая мар кĕр тыррисем акса хăварасшăн. Пĕр çул ÿсекен курăксене пухса илнĕ лаптăксене Г.Григорьев механизатор Саsе “Рumа” трактор хыçне кăкарнă БДМ 4х4 дисклă йывăр сÿресемпе 350 гектар ĕçлесе хатĕрленĕ. Пирвай агротехникăлла мероприятисен планĕпе килĕшÿллĕн ана çине “Сельхозхими” общество механизаторĕсем В.Чумышев, А.Николаев, В.Васильев МТЗ тракторсемпе известь сапса тухрĕç. Эрне пуçламăшĕ тĕлне “Шимкусский” хуçалăхра та 320, ”Кубнинскинче” – 100, С.Хумышев фермер хуçалăхĕнче 150 гектар çĕр хатĕрленĕ. Çак ĕçе ытти çĕрте те тытăнма вăхăт.
Сăн ÿкерчĕкре: “Акконд-агро фирма” механизаторĕ Г.Григорьев Саsе тракторпа çĕр ĕçлесе хатĕрлет.
Источник: "Ял ĕçченĕ"